04 марта 2015 г.
Патăрьелĕнчи Çырăнтару керменĕнчи черетлĕ мероприятине Литература тата К. Иванов çулталăкĕсене халалланă. Юратупа çемье хаклăхĕ çинчен писательсемпе поэтсем сахал çырнă-им?
Кăçал тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитет. Çавна май вăрçă участникĕсен çемйисене чысласси те йăлара. Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ, ЗАГС пайĕн начальникĕ А. Вязов, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ П. Перепелкин, районти хĕрарăмсен Совечĕн председателĕ Н. Никитина, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г. Синеева, ял тăрăхĕсен представителĕсем тата юбилярсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем хутшăнчĕç уява.
Мендельсон маршĕпе зала 55 çул пĕрле пурăнакан Шăнкăртамри Мансур Алялетдиновичпа Султания Миназетдиновна Самаринсем, çур ĕмĕр каялла пĕрлешнĕ Пăлакассинчи Арсентий Ивановичпа Зоя Александровна Хитровсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Владимир Александровичпа Луиза Павловна Митрофановсем, чĕрĕк ĕмĕр пĕр тĕвре пурăнакан Геннадий Владимировичпа Татьяна Васильевна Митрофановсем утса кĕчĕç. Вĕсем юбилярсен хисеплĕ кĕнеки çине алă пусрĕç.
Самаринсен ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Выçлăх та, тертлĕ пурнăç та авайман вĕсене. Мансур Алялетдинович пашалу пĕçерме вĕлтĕрен пуçтарса çỹренине паянхи пекех астăвать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те йышлă ачаллă çемьерен пулнă вĕсем. Виç ывăлпа пĕр хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ.
М. Самарин апат-çимĕç комбиначĕн механизациленĕ арман заведующийĕнче, нефтебаза заправщикĕнче ĕçленĕ. Султания Миназетдиновна больницăра санитаркăра, кайран мăшăрĕ патĕнче вăй хунă.
Хитровсен çемье историйĕ хăйне евĕр. Зоя Александровна Тăвай районĕнче çуралнă. Канашри педагогика училищине вĕренме килнĕ.
Арсентий Иванович та салтак служби хыççăн çакăнта çул тытнă. Юратакан икĕ чĕре пĕр-лешсе çемье çавăрнă. 37 çул ачасене пĕлỹ панă З. Хитрова. Арсентий Иванович пĕлĕвне малалла тăснă. Çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе литературине тата музыкăна вĕрентнĕ. Вăл тăрăшнипе миçе ăста журналист хатĕрленмен-ши!
Хитровсем пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Людмилăпа Марина ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă.
Митрофановсен харсăрлăхĕнчен Шăхальсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, вĕлле хурчĕ те усраççĕ, пахча тулли çимĕç çитĕнтереççĕ. Владимир Александрович 45 çул водительте ĕçленĕ. Луиза Павловна _ строительствăра. Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем, пурте аслă пĕлỹллĕ.
Ашшĕпе амăшĕн ылтăн туйĕ шăпах ывăлĕсен кĕмĕл туйĕпе пĕрле килчĕ. Геннадий Владимировичпа Татьяна Васильевна икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Çемье пуçĕ колхозра трактор бригадин бригадирĕнче, кайран тĕп инженерта ĕçленĕ. Мăшăрĕ вара шкулта акăлчан чĕлхипе вĕрентет.
Уявра çавăн пекех Патăрьелĕнчи Николай Вениаминовичпа Ирина Алексеевна Ивановсем виççĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи Валерий Семеновичпа Лилия Михайловна Афанасьевсем иккĕмĕш ачисене çуратнăшăн ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене илчĕç.
Юбилярсемпе йыш хушнă çемьесем юстици министерствин тата район администрацийĕн ертỹçисен ĕçне ырларĕç, ăста юрăçсен пултарулăхĕпе киленчĕç. Хăйсене çакăн пек чыс тунăшăн тав турĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)