04 марта 2015 г.
Вăл çапла пулмалла та. Хальхинче те Хирти Пикшик каччи Фирдус Камалетдинов ячĕпе йĕркеленĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республика турнирĕнче унăн пĕлтерĕшĕ çулсем иртсе пынăçемĕн тата ытларах ỹсни туйăнчĕ. "Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Фирдус. Сан ят-сумна аçу-аннỹпе пĕрлех тăванусем, юлташ-пĕлĕшỹсем, спортсменсем, унпа пĕрлех вырăнти влаç та çĕре ỹкме памаççĕ, паттăрлăхупа мăнаçланаççĕ", _ мероприятире журналист тивĕçне пурнăçланă май, çак сăмахсене саспа пулмасан та ăшра пăшăлтатрăм.
Пирĕн районта ырă йăла-йĕркесене ламран-лама куçарасси пархатарлă ĕçсенчен пĕри шутланса тăрать. Тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçра палăрнă паттăрсен, хастарсен ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем, турнирсем ирттересси тахçанах йăлара. Чечня вăрçин синкерлĕхне пула пурнăçне татнă паттăр салтака, пултаруллă спортсмена Фирдус Камалетдинова чыс тума Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт комплексне ирĕклĕ майпа кĕрешекен спортсменсем Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕнче çирĕммĕш хут пуçтарăнчĕç. Вĕсем хушшинче хул-çурăмĕпе тĕрекленсе çитейменнисем те, ар шутне кĕнĕ каччăсем те пур. Çавăнпа та пĕр пек виçеллисене вун ултă ушкăна пайласа спортсменсене тỹресем черетпе помост çине кăларчĕç.
Турнира хутшăннă 150 ытла кĕрешỹçĕ çак спорт тĕсĕн илемлĕхне, хĕрỹлĕхне, ăсталăхне кăтартса пачĕç. Ăмăрту çивĕч те, кăсăклă та, пуян содержаниллĕ те иртрĕ. Йăлана кĕнĕ турнира хутшăнакансем спорт мастерĕн кандидачĕн, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ Фирдус Абдулловичăн ытла та кĕске биографине пурте лайăх пĕлеççĕ пулин те, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов çамрăксене пысăк уяв ячĕпе саламланă май, салтакăн пултарулăхĕпе спортри çитĕнĕвне аса илмесĕр хăвармарĕ. Турнира хапăл тунисене ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн Президенчĕ, Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи В. Семенов та çамрăксене спорт каçалăкĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума ырă суннипе пĕрлех Фирдусăн ашшĕне _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне, спорт аксакалне Абдулла Минзарифовича _ паттăр ячĕпе ирттерекен çирĕммĕш турнирăн кубокне парнелерĕ, районта çакнашкал ăмăртусем йĕркеленине ырларĕ.
Чуна пырса тивекен самантсенчен пĕри _ синкерлĕ шăпана пула вăхăтсăр куç хупнă салтакăн юлташĕсем ун ячĕпе ирттерекен турниршăн кашни çулах кар тăни. Хальхинче те вĕсем инçе çула пăхмасăр Хусантан та, Нижнекамскран та, Ижевскарн та çитнĕ. "Çирĕп кăмăллă, маттур, пултаруллă, ăслă-тăнлă, мал ĕмĕтлĕ...." çапла ырă сăмахсемпе хакларĕç вĕсем çирĕм çул каялла ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă каччă пирки. Унăн пиччĕшĕсем иккĕшĕ те полици сотрудникĕсем, йĕрке хуралĕн хисеплĕ çыннисем. Йăмăкĕ _ педагог. Çемьере Фирдус çуккине амăшĕ, Наиля Шайхаттаровна, паян кунччен те ĕненмест. Абдулла абыя та юратнă ывăлĕ пирки калаçу пуçарма йывăрри кашни турниртах сисĕнет. Апла пулин те вăл хальхинче те чунри сăмахсене турнира хутшăнакансем патне çитерчех.
_ Кашни çулах турнир вăй илсе, çивĕчленсе пыни кăмăллă. Çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе çитĕнỹ тунинче тренерсен тивлечĕ те пысăк. Çакнашкал ăмăртусене республика шайĕнче ирттерме май туса пани вара районти влаç органĕсем спортăн тĕрлĕ енне аталантарас, паттăрсене чыс тăвас ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрниех. Малашне те ку тĕлĕшпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатăп, пурне те паянхи ăмăртура çĕнĕ çитĕнỹ тума ырă сунатăп, _ терĕ Абдулла абый тав сăмахне каланă май.
Помост çине тухакансен чи çăмăл виçеллисем 22, чи йывăррисем 69 килограмлăскерсем. Хамăр район спортсменĕсемпе пĕрлех Канашран, Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинăран çитнĕ кĕрешỹçĕсем те тупăшрĕç. Хăшĕсем çĕнтерчĕç, теприсене вара хăйсене çурăм çине вырттарчĕç... Пăлханмасăр пăхса та тăраймăн. Ăмăрту çавăнпа илемлĕ те. Çапах та пирĕн Патăрьелсем кĕрешỹ техникине ăста пĕлни палăрчĕ. Сăмахран, А. Камалетдинов тренер хатĕрленĕ ачасем тĕрлĕ виçе категорийĕсемпе ултă пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç! Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнисем те йышлăн.(Мĕн пурĕ 15 призлă вырăн.) Çĕнтерỹçĕсене пурне те Хисеп грамотисемпе ятарласа хатĕрленĕ вымпелсем, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Командăпа илсен вара Хирти Пикшиксем пĕрремĕш, Патăрьелсем иккĕмĕш, Канашсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
А. ЕГОРОВА.
Турнир çĕнтерỹçисем:
А. Патмуков (22 кг), М. Сурнаев (25 кг), Д. Багринцев (28 кг), А. Сергеев (32 кг), Д. Цыганов (35 кг), М. Молочников (38 кг), А. Петрашкин (42 кг), Д. Клементьев (46 кг), А. Муллин (50 кг), А. Пугачев (54 кг), К. Ржаша (58 кг), А. Чашкин (63 кг), А. Пор-фирьев (69 кг).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)