04 марта 2015 г.
Иван Федорович ячĕпе ирттерекен волейболистсен ăмăртăвĕ кăçал 23-мĕш хут пулчĕ. Турнира 7 команда хутшăнчĕ.
Вăйăсем икĕ ушкăнта иртрĕç. Пĕринче "Батыревский", "Полевые Бикшики", "Тойси", "Студенты", тепринче "Нăрваш Шăхаль", "Сăкăт", "Пашьел" командăсем вылярĕç. Турнира Туçасемпе Хирти Пикшиксем пуçларĕç, тупăшу çивĕчех пулмарĕ, Туçасем 2:0 шутпа выляса илчĕç. Нăрваш Шăхальсем те Пăлапуç Пашьелсене çав шутпах çĕнтерчĕç.
Çурма финалти вăйăсенче Сăкăтсемпе Нăрваш Шăхальсем, Туçасемпе студентсем, Патăрьелсемпе Пăлапуç Пашьелсем вылярĕç. Финала вара Туçасемпе Нăрваш Шăхальсем, "Батыревский"семпе Сăкăтсем тухрĕç.
"Сăкăт" команда пĕрремĕш хут мала тухса И. Хитров ячĕпе хисепленекен парнене çĕнсе илчĕ.
"Чи лайăх вылякан" ята С. Маков тивĕçрĕ.
"Чи лайăх тапăнса вылякан" А. Калькин пулчĕ. "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята Ф. Абитова пачĕç. Чи лайăх пас пама Д. Сегов пултарчĕ.
В. БОРОДКИН, спорт ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)