04 марта 2015 г.
Район администраци залĕнче культура ĕçченĕсем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕç. Малтанах вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ П. Логунова пĕлтĕрхи Культура çулталăкне мĕнле "утса" тухнине аса илчĕ.
Районта 47 культура учрежденийĕ. Вĕсенчен улттăшне _ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне, Сăкăт, Туçа, Шăнкăртам, Пăлапуç Пашьел, Хирти Пикшик ял тăрăхĕсенчине модернизациленĕ. Артистсене республика бюджетĕнчен сцена çинче юрлама тумсемпе тивĕçтернĕ. Музыка аппаратурисем, компьютерсем, лазерлă принтерсем, сканерсем пур.
Культура сферинче "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем" _ вуннăн, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем" 47ĕн вăй хураççĕ. Тутарстан тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем те пур.
Учрежденисенче ачасем, ватти-вĕтти, çитĕннисем валли те канăва йĕркелеме пулăшакан кружоксем ĕçлеççĕ. Халăх ăсталăх коллективĕсем фестивальсемпе конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Район, республика тулашĕнчисенчен вĕсем призлă вырăнсемпе таврăнаççĕ. Пĕлтĕр Сăкăтри халăх хорĕ 80 çул (ертỹçи Н. Толстов), "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕ (В. Фролов) _ 20, "Илем" 15 çул, (В. Антонов) тултарнине паллă турĕç.
2013 çултанпа патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерỹсене "пĕр чỹрече" программăпа илме пулать. Ку енĕпе 16 библиотекăна явăçтарнă. Культура еткерлĕхне упраса хăварас ĕçре, ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе музейсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Район центрĕнчи "Çăкăр" тата Алманчăри халăх музейĕсене çулленех 6 пин ытла çын пырса çỹрет. Архив та хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ туса пыма тăрăшать. Иртнĕ çул кунта управа 167 ĕç илнĕ, 3144 ыйтăва хурав панă. Истори тата культура палăкĕсем 23 шутланаççĕ. Вĕсене тирпейлесе тăмаллах. Аслă çĕнтерỹ 70 çул тултарнă май палăксене сăрласа çĕнĕ сăн кĕртме май тупмалла, вĕсен çывăхне чечексем лартса илемлетмелле. Тата ытти çинчен те пычĕ сăмах. Отчета сỹтсе явма хутшăннисем те хускатрĕç хăш-пĕрисене.
"Культура ĕçченĕсем халăх хушшинче пулнă, пулĕç те. Хăйсен канăвĕ çинчен мансах вĕсем куракансене çепĕç юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе савăнтарĕç", _ терĕ районти культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Овчинникова. Юрлама, ташлама юратакансен йышĕ ỹссе пынине палăртрĕ. "Çуталакан çăлтăрсем", "Ташă тĕнчинче"... конкурссене темиçешер турпа ирттернине каларĕ. Килĕштерекен кинофильмсенчи юрăсене юрлакансен конкурсне пуçласа йĕркеленине аса илчĕ. Çакăн чухне шăпах çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулать-çке-ха.
Çулталăкра культура центрĕн ĕçченĕсем 235 мероприятине хутшăннă. Вĕсенчен 75-шне ачасем валли йĕркеленĕ. Автоклуб 21 яла тухса çỹренĕ. Вăл шутран Канаш районне те çитнĕ.
А. Шакин ертсе пыракан халăх юрăпа ташă ансамблĕ те йышлă çынпа концертсене сахал мар тухса çỹрет. 45 çул коллективпа ĕçлекенскер пăшăрхантараканнине те палăртмасăр иртмерĕ: сцена çине тухакан пĕрешкел костюмсем куракана япăхтараççĕ, музыка инструмен-чĕсем кивелеççĕ...
Районти централизациленĕ библиотека директорĕ Н. Исаева кадр ыйтăвне, Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн преподавателĕ Т. Федоськина, ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев çитĕнекен ăрăва музыка енĕпе пĕлỹ парас ĕçре хăйĕн çурчĕ кирлине хускатрĕç.
"Ку ырă туртăма сыхласа хăвармалла, мĕншĕн тесен культура сферинче паракан хушма пĕлỹ ачасене эстетика воспитанийĕ парас, вĕсен чунĕнче илемлĕх туйăмĕсене çуратас тĕ-лĕшпе пысăк пĕлте-рĕшлĕ пулса тăрать", _ тесе палăртнăччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă уçă Çырура.
Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретов культура çурчĕсене юсас ĕçе мĕнле туса пынине, Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕн ертỹçи В. Маллина 20 çул халăх такăрлатнă кĕтес 3824 экспонатпа пуянланнине, Çĕнь-ялти "Илем" халăх ансамбль ертỹçи В. Антонов та культура вучахне сỹнме парас мар тесен чуна парса ĕçлемеллине каласа пачĕç. Умра тĕллевсем сахал та, пĕчĕк те мар. Вĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшмаллах. Çакна палăртрĕ канашлăва пĕтĕмлетсе район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ В. Осипов. Çавăн пекех Валерий Владимирович культурăра харсăррисене министерствăн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене пачĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)