АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслама сăлтавĕ пур

04 марта 2015 г.

Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче пирĕн ентеш, паллă педагог, РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, писатель, историк-краевед И. Ильин 85 çул тултарнине уявларĕç.

Уява уçса, педагогика наукисен докторĕ, профессор, Тĕнчери тата республикăри педагогика академийĕсен академикĕ, писательсен Союзĕн членĕ, РСФСР çутĕç отличникĕ Е. Васильев-Бурзуй юбилярăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, Иван Николаевич ĕçлĕ кун-çулĕнче ачасене вĕрентсе пурăннине, çав хушăрах краевед-историк пулса кирлĕ тĕпчев ĕçĕсем çырнине палăртрĕ: "Иван Николаевичăн "Тăван ен, тăван кĕтес, Сăкăт _ тăван ялăм", "Свет и тепло родного очага", "Мы все чувашского рода-племени" тата ытти кĕнекисем культура пурнăçĕнче паллă йĕр хăвармалли хайлавсем пулчĕç". Вăлах И. Ильинăн пичете хатĕрленĕ "От клинописи к университету", Аслă çĕнтерỹ 70 çул тултарнă май "Память и памятник" кĕнекисене те пысăк хак пачĕ.

Ентешĕн курăмлă ĕçĕ-сене вырăна хурса ăна Чăваш Республикин çутĕç министерствин, чăвашсен обществăпа культура центрĕн, писательсен союзĕн, композиторсен ассоциацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. А. Талвир ячĕллĕ литература премине палăртса диплом пачĕç, кăкăрĕ çине Талвир сăнне ỹкернĕ ылтăн медаль çакса ячĕç. Чăваш Республикин наукăпа культура тата литература академийĕ юбиляра хăйĕн членĕ пулма суйланине пĕлтерсе дипломпа удостоверени тата сертификат пачĕç.

Раççейри офицерсен пĕрлешĕвĕн республикăри филиалĕн ертỹçи Ю. Бусов "Дети войны" медальпе чыс турĕ. Çавăн пекех И. Ильина "Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ" ят панине пĕлтерчĕç. Юбиляра уява хутшăннă ытти хăнасем те саламларĕç.

Л. ДМИТРИЕВА, ЧР писательсен Союзĕн секретарĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика