07 марта 2015 г.
ПĔТĔМ тĕнчери хĕрарăмсен уявĕнче виçĕ кун канмалли пулнăран, Пенси фончĕн районти уйрăмĕ тивĕçлĕ канăва тухнисене тата тĕрлĕрен пособи илекенсене яланхиллех ырă хыпарпа савăнтарать: мартăн 10-мĕшĕччен илмелли укçасене вĕсем Перект банкне 5, 6, 7 числосенчех куçараççĕ. Кайран вара пенсисене яланхи йĕркепех алла илĕç. Урăхла каласан, юратнă мăшăрсемпе аппа-йăмăксене, асаннесене уяв ячĕпе кăмăлĕсене тупма укçа-тенкĕ шанчăклах пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)