07 марта 2015 г.
Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина 2014 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, пирĕн корреспондент ыйтăвĕсем çине хуравланă.
_ Светлана Александровна, иртнĕ çул çĕршыв экономикишĕн тата тулаш политикишĕн тĕрлĕ пулăмпа питĕ пуян пулчĕ. Пирĕн республика 2014 çула финанс тĕлĕшĕнчен мĕнле вĕçлерĕ?
_ Чăнах та, 2014 çул федераци шайĕнчех çăмăл маррисенчен пĕри пулчĕ. Анчах республикăри ертỹçĕсем яваплăха туйнăран Чăваш Енре иртнĕ çула финанс тĕлĕшĕнчен эффективлă вĕçлеме тата кăçалхи çула ăнăçлă кĕме май пачĕ.
Пĕлтĕр тупăш кĕресси, 2013 çултипе танлаштарсан, 3,5 процент ỹснĕ _ 1,26 млрд тенкĕпе танлашнă. Республика бюджечĕн тăкакĕ 9,3 процент е 3,4 млрд тенкĕ пысăкланнă. Çакă каялла тавăрса памалла мар укçа ытларах уйăрнипе _ 2013 çултинчен 3,7 процент ытларах _ çыхăннă. 2014 çулта федераци бюджетĕнчен хăш-пĕр регион çеç пулăшу илейнĕ. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев РФ финанс министрĕпе А. Силуановпа туслă çыхăну тытнишĕн Чăваш Енĕн чăннипех те мухтанмалла, мĕншĕн тесен федераци министерстви пирĕн региона май пур таран ытларах пулăшма тăрăшать.
_ Çĕршыв ертỹçисем чи малтанах халăха, социаллă сферăна пулăшма тĕллев лартаççĕ. Çак политикăна пирĕн республикăра реализацилесси еплерех пыни пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Республика ертỹçисем пĕтĕм вăйран хамăр халăх умĕнчи социаллă тивĕçтерỹсене пурнăçлама тăрăшаççĕ. Чăваш Республикин бюджечĕ социаллă-пайăрлă (социально-ориентированный), çавăнпа та юлашки çулсенче тĕрлĕ категориллĕ çынсене пулăшасси вăйланнă. Иртнĕ çул республикăн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджедĕнчен тата патшалăхăн бюджет мар фондĕнчен халăха тỹрреммĕн социаллă пулăшу пама 13 млрд тенкĕ уйăрнă. Уйрăм çынсене пурлăхшăн тата налукшăн тытса юлнине тавăрса паракан тупăш 22 млрд тенкĕ ỹснĕ е Чăваш Енре пурăнакан 10 çынран 7-шĕ (918681) вăл е урăх формăпа патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. 2010 çултанпа пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,5 хутчен ỹснĕ.
_ Бюджетăн социаллă-пайăрлă формачĕ экономикăн реаллă секторне пулăшма чăрмантармасть-и? Е тата шкулта, ача сачĕсенче, больницăсенче ĕçлекенсен шалăвне ỹстерни бизнеса тивме пултаракан укçана пĕтермест-и?
_ Çук, паллах. Пирĕн республика правительстви экономикăн реаллă секторне туллин пулăшма тăрăшать. 2014 çулта Атăлçи федераци округĕн регионĕсем хушшинче Чăваш Ен реаллă секторăн тăкакне 24,5 процента е 9,3 млрд тенке яхăн ỹстернĕ. Çавăн пекех налук çăмăллăхĕсемпе тивĕçтересси те эффективлă мелсенчен пĕри. Иртнĕ çул çăмăллăхсемпе республикăри 350 организаци усă курнă, малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх предпринимательлĕх секторне 672,5 млн тенкĕ тивнĕ.
Асăннă мелсен эффективлăхне çулталăк статистики те çирĕплетет: промышленноç производствин индексĕ республикăра 104,5 процентпа танлашнă (Раççейре _ 101,7 процент; Атăлçи федераци округĕнче _ 102 процент). Чăваш Ен çитĕнĕвĕсене çĕршыв руководстви те тимлĕхсĕр хăвармарĕ: кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнче Д. Медведев премьер-министр Раççей Правительствин премийĕпе чысланă чухне Чăваш Республикине бизнес ăнăçлă аталанакан регион тесе палăртрĕ. Патăрьел районне те çак тĕлĕшпе лайăх енчен хаклас килет: реаллă сектор экономикин тăкакĕ пĕлтĕр 89,8 млн тенкĕпе танлашнă, маларахри çултинчен 70,8 процент е 37,2 млн тенкĕ ỹснĕ. _ Пирĕн районта бюджета пурнăçласси еплерех-ши?
_ Патăрьел районĕн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджечĕ 2014 çулхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, 645,2 млн тенкĕпе танлашнă. Харпăрлăх тупăшăн (налуксем тата налук шутне кĕменнисем) калăпăшĕ 131,7 млн тенкĕ, çакă маларахри çултинчен 2,1 процент ытларах. Вырăнти бюджетра тупăш кĕртесси çăмăлах маррине шута илсе Чăваш Ен руководстви районсене хушма финанспа та пулăшать. Иртнĕ çул республика Правительстви Патăрьел районне республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар укçа, 2013 çулпа танлаштарсан, 18,1 процент е 77,9 млн тенкĕ уйăрнă (шкул тума панине шута илмесĕр). Районшăн çавăн пекех 2013 çулта Патăрьелĕнче бизнес-инкубатор хута кайни те (ăна тунă çĕре 37,26 млн тенкĕ тăкакланă) паллă пулăм пулчĕ. Вăл шăпах пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Паян кунта 10 бизнесмен тăрăшать.
Вĕрентỹ сферине пысăк тимлĕх уйăрнине та палăртса хăвармалла (районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕн 63 проценчĕ шăпах çак статьяна каять). 2013 çулта Тутар Сăкăтĕнче 200 вырăнлă шкул тата 40 вырăнлă ача сачĕ хута кайрĕ, проект хакĕ _ 145,3 млн тенкĕ.
Кăтартусем лайăхланни Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев "пурте халăх валли тата халăхшăн" тесе лартнă тĕллевпе те çыхăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)