АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх ăнăçлă иртрĕ

07 марта 2015 г.

 Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта çарпа спорт ăмăртăвĕсен уйăхлăхне кашни çулах çỹллĕ шайра ирттереççĕ. Çак вăхăтра йăлана кĕнĕ тĕрлĕ ăмăрту, тĕл пулу, конкурс, викторина пулать.

Шкул администрацийĕ çирĕплетнĕ планпа малтанах ачасене паллаштаратпăр, уйăхлăха кашнийĕшнех явăçтарма тăрăшатпăр. Пĕрисем викторинăра, конкурсра, теприсем спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен вăйне, тавра курăмне, пултарулăхне кăтартаççĕ.

Классем хушшинчи йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ эстафета нумайлăха асра юлĕ. Аслисенчен финиш йĕрне 10г класри К. Арланов касрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 9а тата 11г пайларĕç.

Вăтаммисенчен 6б, 6а,8б çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Районти полиатлон ăмăртăвне хатĕрленнĕ май ачасем хушшинче пăшалтан сывлăш вăйĕпе перекен ăмăртура А. Краснов, Д. Кротов, А. Еремеев, Л. Царева, К. Каллина, А. Щербакова, Н. Мазяков, Д. Толстов, Ф. Смирнов, В. Савдерова, Е. Филиппова, Д. Егорова ытларах очко пухакансем пулчĕç.

"Айтăр-ха, каччăсемпе яшсем" конкурс кăмăллă иртрĕ. Пулас салтаксем вĕрентỹ пăшалне сỹтсе пуçтарас, канат тăрăх хăпарас, тĕл перес, патронсем пухас, кухня ĕçĕ, çар тумне тăхăнас, граната ывăтас енĕпе тата ытти конкурссем витĕр тухрĕç. Малти вырăнсене С. Быков, А. Дмитриев, В. Ялуков, Н. Мазяков, Д. Николаев, Н. Хурамаев йышăнчĕç.

Патриотла юрăсен конкурсĕ те тыткăна илчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине, сыхлавçăсене халалланă мероприятие тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ. Çакăнта класс ертỹçисем ачасемпе тачă çыхăнса ĕçлени палăрчĕ. Ỹкерчĕксем те шкул коридорне илем кỹрсе тăраççĕ. М. Краснова, В. Черненко, В. Трифонова, В. Стеклова, Н. Смирнов, В. Савдерова, А. Сынкова, А. Краснов ăста ỹнерçĕсем тесе те калама пулать.

Çакнашкал мероприяти ирттерни çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшатех. Уйăхлăхра 14 мероприяти пулнă. Çĕнтерỹçĕсене шкул администрацийĕ Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ.

В. АНТИПОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика