07 марта 2015 г.
Ачасен тĕнчи. Мĕнле-ха вăл? Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен? Хамăр та пурăнман-и-ха çав вăхăтра? Проблемисем, аса илĕвĕсем айванлăха çеç кăтартнăн туйăнать. Аслисен тĕнчи чăн пек.
Ачасен чĕнĕвĕ, хыпар-хăнарĕ юнтармăш çеç-ши, куççулĕ те хăйсем майлă çавăрмалли мел-ши? Çакăн çинчен тĕплĕн шутламастпăр та. "Тутă, çийĕ питĕрĕннĕ, пушмакĕ пур. Тата мĕн кирлĕ вĕсене?" тетпĕр. Шалти туйăмĕсене вара вырăна та хумастпăр. Шикленни е пăшăрханни çинчен шутламастпăр та.
Тепĕр чухне ачасем хăйсен туйăмĕсене сăмахпа каласа та параймаççĕ. Чун-чĕре пăшăрханăвне аслисем те уçăмлатаймаççĕ. Ачапа калаçнă чухне итлеме тата ăнланма пĕлетпĕр-и-ха? Çитĕнекен ăру шăпах çакăн чухне йывăрлăх туять те. Аслисем ачинчен хăйсем мĕн тутарассине кĕтеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕпе хĕрĕшĕн чи çывăххи. Вĕсене кирлĕ пек воспитани парса ỹстерме тăрăшмаллах.
Г. МАХМУТОВА, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулти педагог-психолог
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)