07 марта 2015 г.
Районти çулсем çинче республикăри пекех, кашни уйăхра тĕрлĕрен тĕллевпе ятарлă операцисем иртеççĕ: "Автобус", "Пешеход. Пешеходный переход", "Дети. Детское удерживающее устройство", "Нетрезвый водитель" тата ытти те. Апла пулин те кашнийĕнчех çула тухакан водительсем е çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилине пăхăнман е саккуна пăсса руль умне ỹсĕрле ларнă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Сăмахран, "Ỹсĕр водитель" операци вăхăтĕнче инспекторсем хальхинче те пĕр çын ячĕпе протокол çырнă. "Пешеход. Пешеходный переход" рейд вăхăтĕнче вара районти çул-йĕре пăхса тăракан ДРСУна çул урлă каçмалли ятарлă паллă çуккишĕн айăпланă. Çак операци вăхăтĕнче протокол çырнă.
Сăмах май каласан, кăçал çулталăк пуçланнăранпа пилĕк авари пулнă. Синкерлĕхре пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 17-шĕ аманнă. Аварисен ытларах пайĕн сăлтавĕ _ автомашинăсем пĕр-пĕринпе пырса çапăнни. Чылай чухне водительсем пысăк хăвăртлăхпа пыни те аварилле лару-тăру туса хурать. Çавăнпа та чăн малтанах руль умне лараканăн хăвăртлăха пăхăнмалла.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)