07 марта 2015 г.
Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче мухтава тивĕçлĕ çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри _ В. Урукова (хĕр чухнехи Тарасова). Васелиса Васильевна 1936 çулта çуралнă. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Туçана çул тытнă. Анчах пĕлĕвне малалла тăсма май килмен. Икĕ ачана та вăтам пĕлỹ пама вăй çитерейместĕп тесе ашшĕ шкултан пăрахтарнă.
"Алла аттестат илсе тете пекех (Николай Васильевич Шăмăршă, Патăрьел районĕсенче, Шупашкар хулинче халăх судйинче ĕçленĕ) аслă пĕлỹллĕ пуласшăнччĕ. Ĕмĕтĕм пурнăçланаймарĕ. 1958 çулта ял каччипе çемье çавăртăмăр. Мăшăрăм агрономра ĕçлеме пуçларĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр: Славик, Юрий, Аля çуралчĕç. Упăшка ачасем пĕчĕккĕ чухнех аварине пула вилчĕ. Çитĕнекен ăрăва ура çине тăратас тесе колхозри пĕр ĕçрен те юлман. Вĕсем аталанса пынă май гектарĕпех сухан-çевок пайне илсе ĕçленĕ. Ачасене пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарни хăйсене те малашнехи пурнăçра питĕ пулăшрĕ. Виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илчĕç. Икĕ ывăл та профессора тухрĕç. Çакăншăн чунтан савăнатăп та, мухтанатăп та",_ каласа парать Васелиса аппа. Владислав Николаевич юридици, Юрий Николаевич медицина наукисен докторĕсем, профессорсем. Иккĕшĕ те Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Алевтина Тюмень облаçĕнче вырнаçнă. Мухтанмалăх пур Васелиса аппан. Пĕр килтен икĕ профессор тухнă тĕслĕхсем республикăра çеç мар, Раççейĕпе те сайра-тăр.
В. ЛЮКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)