07 марта 2015 г.
Шуралнă çỹç пĕрчисене шутлатăн,
Кăштах ятлатăн чунсăр тĕкĕре,
Çулсем иртнишĕн шăппăн кулянатăн,
Çамрăклăха куратăн тĕлĕкре.
Кунсем, çулсем хыçа юлаççĕ ретĕн,
Караççĕ пит çине çинçе çипсем.
Мăнукусем маттуршăн хĕпĕртетĕн,
Анне тесе чĕнеççĕ кинỹсем.
Уяв кĕрекинче сума сăваççĕ,
Ыр ятупа янраççĕ юрăсем.
Паян сана мухтаççĕ те саваççĕ,
Сунаççĕ вăрăм ĕмĕр ачусем.
Шуралнă çỹç пĕрчисене суйлатăн,
Сывлатăн ассăн, яшлăх аякра.
Чĕрỹпеле сисетĕн те туятăн,
Çулсем иртсен те чун вун саккăрта.
х х х
Кунсен, çулсен хивре вĕçевĕнче
Пин çуллăхсем хыçа тăрса юлаççĕ.
Мĕнле илемлĕ, пысăк _ çут тĕнче!
Саккун пĕрре _ вилеççĕ, çуралаççĕ.
Пурин пуçламăшĕ çак çĕр çинче
Сăпайлă та илемлĕ эс _ хĕрарăм.
Шăнкăрав сассу сар кайăк юрринче
Янрать хирте те вăрманта.
Вăл _ ахрăм. Ăш сăпкари ача _ сан телейỹ,
Унти пепке хĕвел те уйăх, пурнăç.
Юратăву _ çурхи шыв пек ейỹ.
Самани çеç пулинччĕ вĕçсĕр тăнăç.
Хĕрарăм, мĕн чул вăрттăнлăх санра!
Эс пулнăран тавра ĕлккен те капăр.
Илем тĕнчи пĕтертĕр сыв мара,
Ума нихçан ан пỹлтĕр хура чатăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)