11 марта 2015 г.
ÇУЛТАЛĂК каландарĕпе нарăс уйăхĕ чи кĕски шутланать. Апла пулин те кăçалхи демографи лару-тăрăвĕ кăмăла хуçмасть темелле. Районти ЗАГС пайĕн çăлкуçĕнчен илнĕ хыпар тăрăх, февраль уйăхĕнче пирĕн йыша 42 "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 12 пепке ытларах та пулни тата кăмăллă. Çемьене йыш хушнисем хушшинче виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачисене алла илекенсем пулни те савăнтарать. Хальхинче те Çырăнтару керменĕн ĕçченĕсем нумай ачаллă тăхăр ашшĕпе амăшне пысăк телейпе саламланă.
Анчах çакна та палăртса хăвармалла: çулталăкри чи кĕске уйăхра 44 çын çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Ку кăтарту вара пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен самай пысăкрах. Çакă вара шухăшлаттарать, пăшăрхантарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)