АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен канлĕхĕшĕн кĕл тăвар, асăнса çурта лартар!

11 марта 2015 г.

"Вилетĕп, анчах парăнмастăп! Сывă пул тăван çĕршыв, 20. 07. 41 çул". Çак вилĕмсĕр сăмахсене Брест крепоçĕнчи казармăн стени çине палламан паттăр салтак, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи штыкпа чĕрсе çырса хăварнă. Хыпарсăр çухалнă салтаксен ячĕсене, шучĕсене вара пĕр Турă анчах пĕлет-тĕр...

Пирĕн аттесемпе асаттесем 1941çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывшăн тапраннă вилĕмлĕ хаяр вăрçа кĕнĕ. Вăйлă, каварлă тăшмана хирĕç хăйсен пурнăçне шеллемесĕр аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Çак хисеплĕ куна кĕтсе илеймесĕр вăр-çăн малтанхи кунĕсенчех пуç хунă салтаксем те çĕнтерỹçĕсемех. Пирĕн халăхшăн Аслă вăрçă çĕнтерĕвĕ питĕ хака ларчĕ. Миллионшар совет салтакĕ вăрçă хирне выртса юлчĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула уйрăм салтаксен адресĕсене пĕлсе çирĕплетме май пулманран, вĕсене тăванла, ушкăнлă виле шăтăкĕсене пытарнă, çемйисене вара "хыпарсăр çухалнă" тесе пĕлтернĕ.

Нимĕç эшкерĕсене Мускав патĕнче çапса аркатни 25 çул çитнине паллă туса Ленинград шоссе çулĕн 41-мĕш çухрăмĕнче тăванла пытарнă совет салтакĕсен юлашкисене 1966 çулхи раштав уйăхĕн виççĕмĕшĕнче Мускав Кремлĕн стени çумĕнче чаплăн пытарнă. "Паллă мар салтакăн вилтăпри" архитектура ансамблĕн мемориалне уçнă тата ĕмĕрлĕх çулăм тивертнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулхи чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшỹллĕн раштавăн 3-мĕшĕ "Паллă мар салтак кунĕ" пулнине çирĕплетрĕ. Тăрăн ял тăрăхĕнче те 243 вилнĕ салтаксенчен 141-шĕ хыпарсăр çухалнă. Тăрăнта 110 вилнĕ салтакран 70-шĕ, Кĕçĕн Патăрьелĕнче 72 салтакран 30-шĕ, Треньелĕнче 61 салтакран 32-шĕ хыпарсăр çухалнă. Пирĕн атте те вĕсен шутĕнче. Вăл еплерех вилнине пĕлес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн оборона министерствин тĕп архивне çыру çырса ятăм. Унтан çапла хурав пачĕç: "Сирĕн аçăр 15-мĕш армин 9-мĕш танк бригадин стрелокĕ Петров Яков Петрович Украинăри Сталино (хальхи Донецк) облаçĕнчи Красноармейское хули çывăхĕнчи Родино ялне фашистсенчен ирĕке кăларнă чухне 1943 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă".

Çĕнтерỹ кунĕ вăл ушкăнла виле шăтăкĕсенче канлĕх тупнă е халиччен те пытарман, ишĕлсе аннă окопсенче, блиндажсенче, тинĕс тĕпĕнче, фашистсен концлагерĕсенче вилнĕ Паллă мар салтаксен кунĕ те.

Туррăн вилнисем çук. Çакăн пирки Турă хăй калать: "Эпĕ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, Турă вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри" (Мф. 22, 32 _ 33).

В. ПЕТРОВ, районти "Вăрçă ачисем" обществăлла юхăмăн председателĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика