11 марта 2015 г.
Кивĕ Катекри ача садĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне чысласа уяв иртрĕ. Хитре тум тăхăннă пĕчĕк артистсем ăна хăйсен янăравлă та уçă шăнкăрав сассипе пуçларĕç. Çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшне савăнтарса пĕринчен тепри матуртарах сăвă вулама тăрăшрĕ.
Хăнана килнĕ аслисене саламласа хĕрĕсемпе ывăлĕсем, мăнукĕсем тыткăна илекен юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç.
Аслă ушкăнри Л. Долгова воспитательница хĕвел евĕр çуталса тăракан ачасене хавхалану кỹчĕ. Савăнăçĕсене пытарайманскерсем амăшĕсене те кĕвĕ çеммипе хускалма ыйтрĕç. Кĕçĕн ушкăнрисем те аслисенчен юласшăн пулмарĕç. Вĕсем те çывăх çыннисене саламласа ташласа юрларĕç. Уява М. Никитина воспитательницăпа И. Селиванова музыка ертỹçи ертсе пычĕç. Ачасем амăшĕсене хăйсем тунă парнесемпе та савăнтарчĕç.
Л. ВЛАДИМИРОВА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)