14 марта 2015 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн юнкунхи анлă ларăвĕнче республикăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевĕсене палăртрĕç. Унта Правительство членĕсем кăна мар, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитетсен, предприятисен ертỹçисем те хутшăнчĕç.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çул Чăваш Еншĕн 2013 çултинчен авантарах пулнине палăртрĕ. Çапла, çулталăк вĕçĕнче кризис палăрăмĕсем вăй илнĕ, анчах, пĕтĕмĕшле илсен, вĕсене парăнтарма май килнĕ. Пĕлтĕр промышленноç, ялхуçалăх производствисем ỹсĕмлĕ пулнă, ытти енĕпе те ăнăçусем пур. Республика фельдшер-акушер пункчĕсен сетьне аталантарса чи лайăх регионсен шутне кĕнĕ, 15 садик хута ярса тата 3,5 пин ачана йышăнма майсем йĕркеленĕ. Кĕçех вара федерацин шкулсем тумалли программи ĕçлеме пуçламалла. Михаил Васильевич Чăваш Енĕн çав программăна кĕмешкĕн майсем пуррине палăртрĕ.
Сăмахне малалла тăснă май Михаил Игнатьев тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисем çĕршыв экономикине йывăрлăхсем кỹни çинчен каларĕ, çакă Чăваш Ене те пырса тиветех. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн çухатăвĕсем 3,3 млрд тенкĕ патнелле пулассине палăртнă. Çавна май хатĕр чылай проекта пурнăçлассине чарса тăма тивет. Республикăри предприятисенче 9 пинрен пуçласа 30 пин çын таран ĕçсĕр юлма пултарас хăрушлăх та пур. Эппин, бизнеса, ялхуçалăхне пулăшас, импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле.
Экономикăн тĕрлĕ сферинчи лару-тăру çинчен тĕплĕнрех экономика аталăнăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа пачĕ.
2015 çул йывăр пулассине çулталăк пуçламăшĕ те кăтартать. Январьте промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак уйăхрин 91,6 проценчĕ чухлĕ кăна пулнă. "Промтрактор-Вакунра", "Трактор завочĕсем" концернăн ытти тытăмĕнче лару-тăру çăмăл марри шăпах çакăнта палăрать. Вакун туса кăларакансем производствăна диверсификацилеме ăнтăлаççĕ-ха, анчах грузовиксем валли кузовсем кăларма тытăнни вакунсен çухатăвне саплаштараймасть пулас. Апла пулин те министр чылай предприяти импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас ĕçе хутшăннă май çакă вĕсене кал-кал ĕçлесе кайма пулăшассине иккĕленмесĕр палăртрĕ. Çав вăхăтрах строительсвăпа çыхăннă пысăк ĕçсем те пур: Шупашкарти Мускав кĕперĕн, Сĕнтĕрвăрри çулĕн реконструкцийĕ, ытти ĕç _ вĕсене кăçалах пуçласшăн. Инфляци вара кăçал та пысăк пулать-тĕр: 15-18 процент _ министр шăпах çак кăтартусене асăнчĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче экономика "турбулентлăх зонине" кĕнине вице-премьер _ финанс министрĕ Светлана Енилина аса илтерчĕ. Çавна май бюджетăн виçĕ вариантне хатĕрленĕ: никĕс шайĕнчи, 3,3 млрд чакармалли тата 5 млрд тенкĕ пĕчĕклетмелли. Хальлĕхе иккĕмĕшпе ĕçлеççĕ. Тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшни _ куçкĕрет. Патшалăх аппаратне тытса тăмалли расхутсене 17 процент чакарма йышăннă, унăн ĕçченĕсен шалăвне 10 процент пĕчĕклетнĕ. Светлана Александровна налуксене пухасси уксахлама тытăннине, хăшĕсем "вăрттăн схемăсен" еннелле сулăнма тытăннине те пытармарĕ.
Ялхуçалăхшăн вара ырă вăхăт çитрĕ теме те юрать-тĕр. Михаил Игнатьев та уççăнах калать: "Рынокри условисем лайăх. Мĕн туса илетпĕр _ пĕтĕмпех сутăнать. Хаксем те йĕркеллĕ". Çавна май ялхуçалăхра иртнĕ çул палăрнă ырă туртăмсем кăçал та упранса юлни тĕлĕнтермест. Çĕр ĕçченĕ паян çуракине хатĕрленет. Республикăра 565 пин га йышăнакан лаптăксене акса-лартса хăвармалла _ пĕлтĕрхинчен 6 пин га нумайрах. Çĕрулми лаптăкне 3 пин га ỹстересшĕн.
Ларура пысăк предприятисен ертỹçисем те сăмах илчĕç. Чапаев ячĕллĕ ПО гендиректорĕ Михаил Резников, Олег Саевич, "Экра" ертỹçи, Валерий Васин, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ, Андрей Можанов, "Промтрактор". Банкирсене те сăмах пачĕç. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский банк тупăшлă ĕçленине палăртнипе пĕрлех предприятисене кредит панă чухне заемщиксене питĕ тĕплĕ тĕрĕсленине йышăнчĕ _ "çĕнĕ проектсем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ". Кредитсен процент виçисене ỹстерме тивнĕ _ 18-20 процентпа кивçен параççĕ. Уйрăм предприятисем тĕлĕшпе ыйтусем пур, анчах эпир вĕсене алă тăсса пама хатĕр _ кредита тавăрса парассине реструктуризацилеме сĕнетпĕр", _ терĕ Юрий Борисович. Ирина Письменская та (Россельхозбанк) заявкăсем нумаййине палăртрĕ: "Ялхуçалăх предприятийĕсемпе кăна мар, строительсемпе те, ял çыннисемпе те нумай ĕçлетпĕр. ЛПХ валли кредит илесси, чăн та, халĕ чакрĕ, мĕншĕн тесен ипотека _ тупăшлăрах".
Ларăвăн "анлă" пайĕ 2014 çулта экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернисене Министрсен Кабинечĕн Грамотине парса хавхалантарнипе вĕçленчĕ. ЧР Пуçлăхĕн аллинчен сумлă наградăна "Акконд", "Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ", "Лента" АУОсен тата Етĕрнери кирпĕч завочĕн ертỹçисем илчĕç _ ĕçлекенсен йышне кура уйăрнă "номинацисемпе" ăмăртура шăпах çак предприятисем мала тухнă.
"Хыпар" хаçатран Н. КОНОВАЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)