14 марта 2015 г.
Михаил ПЕТРОВ, район пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи: _ "Пурнăçра яланах паянхи кунпа çеç лăпланса лармалла мар, малашлăх пирки шутласа планласа, ĕçлесе пымалла. 2014 çулхи çитĕнỹсене тишкернĕ май, чăнах та эпир Чăваш Республикинче, çавăн пекех пирĕн районта та, ỹсĕмсем пуррине куртăмăр. Çак ỹсĕмсене тунă çĕрте Чăваш Республикин Правительствин тỹпи пысăк тесе каласшăн. Анчах та çакна палăртса хăварасшăн. Енчен те çĕр ĕçченне тата ытларах тимлĕх уйăрсан, тата кăштах пулăшсан, хавхаланса тăрăшма, ытларах ял хуçалăх продукчĕсем туса илме май пулĕ тесе шутлатăп. Унчченхи вăхăтра эпир нумайрах кредит илмелле, ĕçлемелле тесе калаттăмăрччĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче вара Михаил Васильевич çак шухăша палăртрĕ: кредит çине çеç шанса тăмалла мар, тупăш çăл-куçĕсене хамăрăн шырамалла, хамăр вăй çине ытларах шанмалла. Çак тĕллевпе эпĕ питĕ килĕшетĕп. Ялхуçалăх сферинче ĕçлекенсем вара малтанхи пекех çăмăллатнă кредитсемпе усă курма пултараççĕ".
Станислав НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ:
_ "Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче республика 2014 çула мĕнле вĕçленине, мĕнле йывăрлăхсем пулнине тата 2015 çула мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илмеллине тĕплĕн пăхса тухрĕç. Çакă, паллах, çынсенче те пысăк шанăç çуратать. Ку Раççей çĕнĕ историнче пĕрремĕш экономика кризисĕ мар. Кризисран мĕнле тухса каясси пирĕн активлăхран, хастарлăхран, эпир çĕнĕ резервсем тупма пултарнинчен, сахал тăкакпа ĕçлеме пĕлнинчен нумай килет. Çак шухăшсене палăртрĕç те ларура. Пысăк промышленность предприятийĕсенче укçа-тенкĕ хывма çăмăл мар. Унта нумай укçа-тенкĕ кирлĕ пулсан, муниципаллă районсенче пĕчĕк предприятисене аталанма майсем тупса памалла. Чи малтан çакăн пек çынсене тупмалла, палăртмалла. Вĕсен ĕçне эпир пулăшса, йĕркелесе пырсан, вĕсен тупăшĕ пирĕн экономикăна аталантарс ĕçре хăйĕн вырăнне тупатех. Питĕ тĕрĕс каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: йывăрлăхсене пĕтерес тесен пĕрлешсе ĕçлесе, резервсене шыраса малалла аталанма вариантсем тупмалла. Тепĕр саманта та палăртса хăвармалла. Паян çакăн пек йывăр тапхăрта социаллă хỹтлĕхе ỹстерсе пырасси, ун çине уйрăмах тимлĕх уйăрни те куç умĕнче. Пирĕн Республика Раççей Федерацин шайĕнче çак йывăр çулсене начаррисен шутĕнче мар, малта пыракансен шутĕнче ирттерсе яма пултарĕ тесе шанас килет".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)