14 марта 2015 г.
Мартăн 18-мĕшĕнче, юнкун, республикăра пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулать. Пирĕн районта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков ертсе пыракан информушкăн ĕçлĕ, вырăнсене тухса район халăхĕпе тĕл пулĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлĕ.
Информаци кунĕнче Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2015 çулхи тĕллевсене, çул-йĕр строительствипе, ялхуçалăх таварĕсем туса кăларассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явĕç. Унсăр пуçне кун йĕркинчи тĕп темăсенчен пĕри _ Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илесси, палăксемпе мемориалсене кирлĕ пек пăхса тăрасси, юсасси.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)