АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье _ общество никĕсĕ

14 марта 2015 г.

"Тăван йăваран хакли нимĕн те çук,_ теççĕ халăхра. Эпир хамăрăн Чăваш Республикине чун-чĕререн юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмсемпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлетпĕр". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Паян эпир туслă та çирĕп çемье çинчен сăмах пуçарасшăн. Çемье вăл _ обществăн пĕр ушкăнĕ. Мăшăрлă пурнăçра йĕркеленет. Ашшĕ-амăшĕ тата ăрăва малалла тăсса пыракансенчен тăрать тесен те тĕрĕсех пулĕ. Çак темăна пирĕн корреспондент Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕпе _ ЗАГС пайĕн начальникĕпе А. Вязовпа хускатрĕ.

_ Алексей Валерьевич, кашни çыннăн пурнăçĕнче çемье тĕп вырăн йышăнать. Унта эпир пĕр-пĕрне юратма, ăнланма, кỹреннине каçарма, аслисене хисеплеме, çывăх çынсемшĕн тăрăшма вĕренетпĕр. Çапла мар-и-ха?

_ Тĕрĕсех. Çемьере ача çуралать, çитĕнет, качча тухать е авланать, атте-анне, асатте-асанне, кукамай-кукаçи пулать тата ытти те. Çитĕнекен ăру йăхран-йăха куçса пыракан авалхи йăла-йĕркене малалла тытса пырать. Ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне тĕпе хурса çитĕнме тăрăшать.

_ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çемьесене çирĕплетес енĕпе тăрăшса вăй хумалли çинчен те аса илтерсех тăрать.

_ Çемье пĕлтерĕшне ỹстерсе пырас ĕçре юстици министерствипе ЗАГС органĕсем те витĕмлĕ ĕç тăваççĕ. Ача амăшĕн сумне хăпартас, кăтартуллă мăшăрсен хисепне тата та ỹстерес енĕпе ирттерекен мероприятисем сахал мар пирĕн. Çуралакан çĕнĕ çемьесене илĕртỹллĕ залра чыслă лару-тăрура çырăнтарассине те мала хуратпăр. Пурнăçра çак самант пĕрре пулать-çке!

Иртнĕ çул ЗАГС органĕсем ку енĕпе 2000 ытла мероприяти ирттернине палăртса хăвармаллах. Патăрьел районĕн ЗАГС пайĕ те кăтартуллă ĕçлет. Вĕсем нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чыслассине те мала хураççĕ. Пĕлтĕр çур ĕмĕр пĕрле пурăннă 48, 55 çул юнашар кун кунлакан 41 çемьене чысланă. Татмăшри Максимовсем, Упамсари Степановсем, Анат Туçари Колпаковсем, Треньелĕнчи Михайловсем 60 çул пĕрле пурăннине палăртмасăр иртме çук. Ыхра Çырминчи Гайнулловсем, Каншелĕнчи Ильинсем кăçал мăшăрлă пурнăçра 65 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çамрăксен ырă тĕслĕх илмелли сахал мар шурсухалсенчен.

_ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май, ытти мероприятисем йĕркелесси те тĕп вырăнта пулĕ?

_ Нумай пурăнакан çемьесене, вăрçă участникĕсене чыслассине мала хуратпăрах. Сирĕн ра-йонта кăтартуллă мăшăрсене çын умне кăларасси йăлара. Вĕсене ял уявĕсенче те чыслаççĕ. Тĕрĕс те тăваççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене çамрăксем ытларах хутшăнаççĕ. Курччăрах камран тĕслĕх илмеллине.

Тин çеç пĕрлешекен мăшăрсене 50, 60 çул пĕрле пурăнакан ватăсем пил пани те пĕлтерĕшлĕ те, сăваплă та...

_ ЗАГС алăкне пурнăçра хĕрпе каччă пĕр хутчен асра юлакан самантпа, çемье çавăрнă ятпа уçса пăхма тивĕçлех.

_ Çапла. Шăпах тĕрĕс утăм патне вĕсем тĕплĕн шутласа пыччăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Çырăнтару керменĕнче уçă алăксен кунĕ, "çемье пурнăçĕн урокĕсем" иртеççĕ. Вĕсене шкулсенче аслă классенче, техникумра, Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕнче вĕренекен студентсем хутшăнаççĕ. ЗАГС ĕçченĕсем çемье тĕвĕлеме шут тытнă çамрăксемпе калаçусем ирттереççĕ. Психологи пулăшăвĕ пурнăçри кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ мăшăрсене те парăнать. Кунта "Çемье вучахĕ" клуб йĕркеленĕ. Унăн ĕçне тĕрлĕ орган представителĕсем хутшăнаççĕ.

_ Пурнăç тĕллевĕ пĕр шăпа пилленĕ çĕнĕ мăшăрсене ĕмĕр тăршшĕпех килĕштерсе утма сĕнни. _ Тĕрĕс. Иртнĕ çул сирĕн ра-йонта 340 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ. Çакă виçĕмçулхинчен 5,1 процент пысăкрах. Вĕсене те ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ евĕр пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса "пĕрер пăтран" та ытларах тăвар çитерсе мăшăрĕсемпе 60, 70 çул пурăнтарас килет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика