14 марта 2015 г.
Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарас умĕн эпĕ хамăн асатте, Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ Шафигулла Айнуллович Алеев вăрçă паттăрĕ çĕршывăн хăш кĕтесĕнче канлĕх тупнине куçпа курса ĕненнĕшĕн çав тери хĕпĕртетĕп. Хисеплĕ тăванăм умĕнче хамăн парăма пурнăçланăшăн савăнатăп.
Манăн асатте, Шăнкăртамра çуралса ỹснĕскер, 1943 çулта вăрçăра вилнĕ. Ун чухне вăл çамрăк салтак пулман. 1903 çулхи арçын, пурнăç тути-масине те курса, туйса ĕлкĕрнĕ темелле. Çамрăклах аслисемпе тан уй-хир ĕçĕсене хутшăннă, çав вăхăтрах кил-тĕрешри ĕçсене те явăçнă. Вăл тăван çĕршыв умĕнчи хăйĕн тивĕçне пурнăçлама кайсан вара асанне тăватă ачапа юлнă. Пĕччен хĕрарăма пурнăçа тытса пыма çăмăл пулманни каламасăрах паллă, ачисем те пĕринчен тепри вакă, пĕчĕк: кĕçĕнни виçĕ çулта, асли _ вун иккĕре ...
Манăн алла ăнсăртран асатте пирки вăрçăран ярса панă вилнĕ хучĕ алла лекрĕ. Унта рядовой Алеев Ш. А. вăрçă хирĕнче вилни çинчен хыпарланă. Анчах ăçта, кампа юнашар канлĕх тупнă ман тăванăм? Çакă мана мĕн çамрăкран канăç паман. Çак тĕллевпех эпĕ Раççей хỹтĕлев министерствин Тĕп Архив управленине çыру ятăм. Унтан мана асаттене Смоленск тăрăхĕнче, Духовщина хулинчи тăванлăх масарĕнче пытарнине пĕлтерчĕç. Çак хыпар çула тухма хистерĕ те. Асаттемĕре асăнма тăван ялти пахчинче ешерекен чăрăш, чие, сирень турачĕсене, хăй çуралса ỹснĕ çĕр-аннемĕр çинчи пĕр ывăç хура тăпрана илсе вăл канлĕх тупнă вырăна çул тытрăм.
Çар çыннисен тăванла масарне кĕрсен чĕре хытăрах та хытăрах тапма пуçларĕ. Миçе пин салтак выртать-ши çичĕ ютра? Юлашки çулсенче кунта ман пек тĕллевлĕ çынсем нумай пулнă иккен, тăванĕсем вĕсене пурне те стенд çине çырса хунă. Шел, унта хама çывăх çыннăм ятне тупаймарăм, анчах çар комиссариатĕнче кăтартнă альбом çинче ăна ăçта пытарнине пĕлтĕм. Нумай пулмасть эпĕ çак вырăна иккĕмĕш хут та çула тухрăм. Хальхинче вара вăл канлĕх тупнă вырăна асаттен ячĕпе хушаматне мрамор плитка çине çыртарса илсе кайрăм. Çак кун шăпах Духовщина хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă кунпа тỹр килнĕрен, кунта ирпе ирех шкул ачисем çар масарĕ çине чĕрĕ чечексем хучĕç, ветерансем чуна пырса тивекен сăмахсем каларĕç, вилнĕ салтаксен кан-лĕхĕшĕн пуç тайрĕç... Çакăншăн вара эпĕ питех те савăнтăм. Манăн асатте те кунта, хамăртан аякри çĕр айĕнче выртать-çке!
Р. АЛЕЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)