14 марта 2015 г.
Çуркунне утарçăсен ĕç нумай. Чи малтанах вĕлле хурчĕсене иртерех вĕçтерме тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра "ылтăн" хуртсем пыршисенче хĕл каçа пуçтарăннă каяшран тасалаççĕ. Çавăн пекех хурт-хăмăрçăсен сезонĕ те уçăлать. Юлашки вĕçевпе вара вăл хупăнать. Пыл илесси хамăр еплерех вăй хунинчен нумай килет.
Кашни утарçăн хăйĕн технологийĕ пур. Пурин те хăйне майлă лайăх, енчен те продукци илесси _ пыл, перга, прополис, ама сĕчĕ, пыльца _ пысăк пулсан. Анчах çуркуннехи, çуллахи, кĕркуннехи ĕçсене пахалăхлă, тĕплĕ пурнăçламалла. Иртнĕ çулхи кĕркуннене илсен, хурт-хăмăр усракансенчен нумайăшĕ хĕле хатĕрлесе лартнă вĕллесенчен хуртсем туха-туха кайнине калаççĕ. Кăна тĕпчевçĕсем "коллапс пчелиных семей" теççĕ. Кунта экологи начарланни, чир-чĕр хутшăнса пыни витĕм кỹрет. Çавăнпа та чирсене хирĕç вăхăтра кĕрешмелле. Специалистсем каланине, вĕсем вĕрентнине тĕпе хумалла. Акă, пĕлтĕр хурт-хăмăрçăсен семинар-канашлăвĕнче Рязань облаçĕнчи хурт-хăмăрçăсен академийĕнченех килнĕччĕ. Хăна çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ.
Иртнĕ çулхи кăтартусене пăхсан, кăнтăр районĕсенче вырнаçнă утарсенче пыл аван илнĕ. Хир енчисен кăшт пĕчĕкрех, вăрманта, çăкалăхра вырнаçнисен продукци лайăх тухнă.
Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче пушă выртакан çĕрсем пур, вĕсене хурт-хăмăр усракансем пĕрле чăмăртанса пыл паракан курăксем акса хăварма пултараççĕ. Районта çакăн пек тĕслĕхсем пур. Хурт-хăмăр лавккинче фацели, илепер, кăвак (синяк), шар евĕрлĕ мордовник вăрлăхĕсем çителĕклĕ.
Çуркунне çитнĕ май вĕлле хурчĕсем хăйсем ларакан рамăсем çинчи апата çисе яраççĕ. Пĕрремĕш вĕçев тăвиччен хĕрринчисем çине куçаймаççĕ, çавна пула выçă вилме пултараççĕ. Инкек курас мар тесен канди нозематпа е фумагилин препаратсем хурса парсан аван. Пĕрремĕш вĕçев хыççăн пыльца парсан лайăх.
Чăваш Республикинче пурăнакан утарçăсем çĕршывра тата тĕнче шайĕнче иртекен канашлусене хутшăнаççĕ. 2014 çулхи октябрьте Мускавра Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕнче пултăмăр. Калуга облаçĕнчи Этномирта хурт-хăмăрçăсен çиччĕмĕш съездне те тăваттăн кайрăмăр. Пур çĕрте те çĕнĕлĕхсемпе паллашрăмăр.
Н. ПИРОЖКОВ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)