АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан чиртен сыхланмалла

14 марта 2015 г.

 Юлашки вăхăтра республика территорийĕнче килти вы-льăхсемпе тискер чĕрчунсем ерекен чирпе _ уртаракан чирпе _ асапланни тĕл пулать. Ăна Куславкка, Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпỹ, Элĕк, Улатăр районĕсенче тупса палăртнă.

Уртаракан чир хăрушшисен ушкăнне кĕрет. Вăл вирус урлă сарăлать, тĕп нерв системине сиенлет. Выльăх-чĕрлĕхе çеç мар, мĕнпур чĕр чуна, çав шутра çынна та ерет. Пирĕн республикăра çак амака ытларах чухне чирлĕ тилĕсем сараççĕ. Вĕсем ялсене кĕрсе ачасене, выльăхсене, йытăсене çыртса хăйсен вируслă сĕлекипе вараласа чир сараççĕ. Кашни выльăхăн организмĕнче чир тĕрлĕ вăхăт аталанать: 2 кунран пуçласа 10 кунччен, 2-8 эрне, çавăн пекех 1 е 2 çула та тăсăлма пултарать.

Чирлĕ чĕр чунсене тĕрлĕ паллăран уйăрса илме май пур. Сăмахран, йытăсен хăйсене тыткаласси улшăнать. Усаллисем тăруках ачаш та хăравçă пулса каяççĕ. Лăпкисем сăлтавсăрах вĕреççĕ, хуçине тапăнма пăхаççĕ. Пĕр куç шăрçи тепринчен пысăкрах пулать. Чир аталаннăçем яланхи апата çиме пăрахаççĕ, кирлĕ мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса яраççĕ, каяшне те тиркемеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен апат çиесси, шыв ĕçесси йывăрланса пырать, сĕлеке нумай юхтараççĕ. Кăкаркăçра маррисем çапкаланса çỹреме тата тарма тăрăшаççĕ. Хирĕç пулакан çынсене тата выльăхсене чир ертеççĕ.

Уртаракан чирпе аптăранă тилĕсем чеелĕхе çухатаççĕ, ялах пыраççĕ. Кунта вара килти выльăхсене тапăнаççĕ. Ĕне-выльăх канăçсăрланать, çĕре, урайне урипе, мăйракипе чавать. Стена тăрăх хăпарма тăрăшать, хăйăлтатакан сас кăларать, сĕлеке юхтарать, кавлемест. Юлашкинчен шалкăм çапнипе вилет.

Çынна, выльăхсене чирлĕ чĕрчун çыртсан çийĕнчех, пĕр тăхтамасăрах вырăнти медицина тата ветеринари специалис-чĕсене пĕлтермелле. Чирлĕскере вĕлерме юрамасть, тỹрех кăкармалла та сывлăхне 10 кун ветспециалистсене тĕрĕслеттерсе тăмалла, çакăн хыççăн кăна шăпине татса памалла.

Чирлĕ выльăха какая ямалла мар. Вĕсене юн юхтармасăр вĕлермелле те çунтарса ямалла. Кайран кил-çурта 10 процентлă сĕлтĕ шĕвекĕпе дезинфекцилемелле. Уртаракан чир тупăннă яла икĕ уйăхлăха карантина хупаççĕ.

Инкекрен сыхланма çăмăлрах, çавна май йытăсемпе кушаксене пăхса усрамалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Вырăнсенче профилактика мероприятийĕсене пурнăçламалла.

Уртаракан чир районта ан сарăлтăр тесен ял хуçалăх предприятийĕсен, ял тăрăх ертỹçисен, выльăх-чĕрлĕх усракан уйрăм çынсен яваплăха туйса тăмалла.

Йытăсене яланах кăкаркăçра тытмалла, урама кăларнă е транспортпа илсе çỹренĕ чухне çăварлăх тăхăнтартмалла.

Килте кушак-йытă пурри пирки ял тăрăхне тата ветеринар участокне пĕлтермелле, çулталăкра пĕрре прививка тутармалла. Профилактика туман йытăпа ухатана кайма юрамасть.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика