14 марта 2015 г.
Ыран, мартăн 15-мĕшĕнче, Раççейре тавар туянакансен правине хỹтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Ăна пирĕн çĕршывра 1994 çултанпа паллă тăваççĕ.
Кашни çулах çак уява мĕнле те пулин темăпа йĕркелеççĕ. Кăçалхи вара сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç туянса çиессипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен, кирек мĕнле пулсан та тĕнчере çынсен вилĕм сăлтавĕсенчен пĕрисем _ çынсем ытлашши йывăр виçеллĕ пулнипе е мăнтăрланнипе, вĕсен юн пусăмĕ пысăк пулнипе, юн тытăмĕнче сахăр тата холестерин ытлашшипе çыхăннă. Çавăнпа та паянхи кун çакнашкал чирсем пуçланса кайнин сăлтавĕсенчен пĕри _ çынсем пĕлсе тата кирлĕ пек апатланманни.
Тавар туянакансен правине хỹтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун умĕн Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕ район çыннисене сывлăхшăн усăллă апат-çимĕçе çеç туянма, пирĕн урлă вĕсем пирки тулли те тĕрĕс информаци илме сĕнет. Ку тĕлĕшпе сирĕн мĕнле те пулин ыйту çуралчĕ пулсан, 5 _ 03 _ 45 тата 6 _ 26 _ 18 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Н. СЕРГЕЕВА, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕн начальнике
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)