АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАЛАçУ _ çИВĕЧ ЫЙТУСЕМ ТАВРА

18 марта 2015 г.

 Тунтикун, мартăн 16-мĕшĕнче район администраци залĕнче предприяти, организаци, мĕнпур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисен, район админстрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисен пĕрлехи анлă канашлăвĕ иртрĕ.

Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов канашлăва ертсе пынă май, чăн малтанах районта иртнĕ эрнере пурнăçланă ĕçсемпе мероприятисене пĕтĕмлетрĕ, ун хыççăн кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене хускатрĕ: çуркуннехи шыв-шура ăнăçлă та пăтăрмахсемсĕр ирттерсе ярасси, çурхи уй-хир ĕçĕсене пур енлĕн те тĕплĕн хатĕрленесси, юртан тасалнă автоçулсене юсаса, пăхса тăрассине пысăк тимлĕх уйăрасси тата ытти те.

Канашлăва хутшăннисем умĕнче райадминистрацин ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Г. Каллин çуркуннехи шыв-шур, ейỹ сарăлса район çыннисене сиен ан кỹтĕр, тăкак ан кăтарттăр тесе районта ятарлă комисси туса хунине, вырăнсенче çак тĕллевпе пур енĕпе те хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Сăмах май каласан, пирĕн район территорийĕнче ултă ялти 65 çурт, 200 ытла çын шыв-шур сарăлнă вăхăтра хур курма пултараççĕ. Çак ушкăна Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел ялĕсем кĕреççĕ. Районта мĕнпурĕ 39 гидротехника сооруженийĕ шутланать. Паянхи куна вĕсем пурте йĕркеллĕ лару-тăрура. Апла пулин те райадминистраци пуçлăхĕ Н. Глухов çак ыйтупа лăпланса лармалла маррине, вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕсене вĕсене кирлĕ пек пăхса, сăнаса тăма, яваплă çынсене çирĕплетмеллине каларĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа "Росгосстрахăн" Патăрьелĕнчи филиалĕн страхлакан уйрăмĕн начальникĕ А. Кузюкова тухса калаçрĕ, пурлăха, пурнăçа страхлас ĕçри çĕнĕ улшăнусем пирки пĕлтерчĕ. Кулленхи пурнăçра çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика