АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшỹ укçаран хаклăрах

18 марта 2015 г.

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕн ĕçлĕ çыхăнăвĕн юпписем йышлансах пыраççĕ. Ку таранччен Патăрьел район администрацийĕ Оренбург облаçĕнчи, Мордва Республикинчи, Тутарстанри районсемпе çыхăну тытса ĕçлесси пирки килĕшỹ туса алă пуснă. Вырăссен каларăшне тĕпе хурас пулсан, "Килĕшỹ укçаран хаклă пулмаллах".

Халăх пурнăçне лайăхлатас, тĕрлĕ отрасле аталантарас тĕллевпе хушма çăлкуçсем тупас енĕпе алă пуснă юлашки документ _ Чăваш Республикинчи Патăрьел район администрацийĕпе Крым Республикинчи Бахчисарай районĕн муниципалитет йĕркелĕвĕ çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ. Хаçатăн маларахри номерĕсенче вулакансене çак информаци пирки кĕскен пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕн район администраци пуçлăхĕпе Николай Глуховпа пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки тĕплĕнрех калаçма май пулчĕ.

_ Николай Иванович, Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕр-ле Крым Республикине кайнă ĕçлĕ ушкăн хушшине уйрăмах Эсир çакланни Патăрьелсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулмалла пек. Аякри çулçỹреврен мĕн-лерех шухăш-кăмăлпа, ĕмĕтсемпе таврăнтăр?

_ Чăн малтанах кунта пирĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертỹçисемпе тĕл пулса тĕрлĕрен Килĕшỹ тунине, çĕнĕ шайра çĕнĕ çыхăнусем йĕркеленине ырламалла. Крым Республикипе Севастополь хулисене те çак тĕллевпех çул тытнă. Пĕр-пĕрне алă тăсса пулăшакан шанчăклă партнерсем пулни паян уйрăмах пĕл-терĕшлĕ тесе шутлатăп.

_ Крым Украинăра чухне унти пурнăç шайĕ чакса кайнă. Çавăнпа та унта халĕ кăткăс ыйту сахал мар темелле. Вĕсем Раççей регионĕсем, çав шутра эпир те, пулăшнипе ура çине çирĕппĕн тăрасса шанаççĕ. Çакнашкал çăмăл мар условисенче Килĕшỹри статьясене вăя кĕртме чăрмавсем пулмĕç-и?

_ Кун пирки сăмах та пулма пултараймасть. Пĕр-пĕрне пулăшас тĕллевпе Бахчисарай район администраци пуçлăхĕпе И. Кнырпа алă пусса çирĕплетнĕ икĕ енлĕ Килĕшỹ 2019 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Кунта тĕпрен илсен суту-илỹпе экономика, производствăпа наука, вĕрентỹпе культура, спорт, сывлăх сыхлавĕпе социаллă, тавралăха сыхлас ыйтусемпе пĕрле килĕштерсе, ăнланса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси пирки каланă.

_ Николай Иванович, çавăн чухнех ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ тунине те пĕлетпĕр. Ăна Крымăн ĕçлев министрĕ Елена Романовская тата Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин министр тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Сергей Викторов (вăл та пирĕн ентеш, Патăрьел чăвашĕ) алă пусса çирĕплетнĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

_ Ку вăл Чăваш Ен халăхне çеç мар, пирĕн район çыннисене те хушма ĕç тупмалли, хăйсем валли тупăш тумалли тепĕр çăлкуç пулĕ. Ỹркенменнисем, ăста специалистсем унта кайса шанчăклах ĕçлеме пултараççĕ. Мĕнрен япăх çул-йĕр?

Çывăх вăхăтра Бахчисарай районĕнчи ушкăн пирĕн района килсе çитмелле. Вĕсем Патăрьелсен пурнăçĕпе, опычĕпе паллашĕç. Тепĕр делегаци вара çулла Акатуй-Сабантуй уявне хутшăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи туслă халăхăн йăли-йĕркипе, культура аталанăвĕпе паллашĕ.

_ Тавах, Николай Иванович, калаçушăн. Сирĕн ĕçре туслă çыхăнусем нумайлансах пыччăр. Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика