18 марта 2015 г.
Пике... Çак сăмах чылайăшне "илемлĕ" пĕлтерĕшпе çывăх. Ку тĕрĕсех мар. Чăваш тĕнчинче "пике" тени хĕрĕн сăн-пит илемне çеç мар, унăн чун илемлĕхне те кăтартать. Чиперлĕх _ шалти тĕнчен пуянлăхĕпе тасалăхĕ. Вăл хĕвел евĕрех йăлкăшса чăн чăваш пикин илемлĕхне палăртать.
Шăпах çакна шута илсе Чăваш Ишекĕнчи культура çурчĕ чи пултаруллă, чи сăпайлă, чи çепĕç, чи килĕшỹллĕ, чи илĕртỹллĕ, чи хастар чăваш пикисене кĕтсе илчĕ. Ултă чиперкке тупăшрĕç "Чăваш Ишек пики-2015" конкурсра хăйсене тивĕçлĕ ята çĕнсе илессишĕн: Çĕнĕ касран ырă ĕçпе, илемлĕ шухăш-ĕмĕтпе пурăнакан пике _ Настя Сорокина; чи таса чунлă, хаваслă та кăмăллă, юрлама-ташлама пит ăста Арман кас чиперккисем _ Оля Майковапа Кристина Куракова; тирпейлĕ те ĕçчен, тăрăшуллă Çут кас хĕрĕ _ Лена Быкова; ирхи сывлăм пек таса та илемлĕ, çирĕп характерлă, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман Тури кас хĕрĕсем _ Анжелика Харитоновапа Светлана Максимова. Вальс ташшипе пуçланчĕ конкурс, каччăсем умлăн-хыçлăн пикесене сцена çине çавăтса тухрĕç, илемлĕ ташă ташласа савăнтарчĕç. Жюри вĕсен уттине, тыткаларăшне хак панă хыççăн паллашу тапхăрĕ пуçланчĕ. Ертсе пыракансем пикесен çитĕнĕвĕсене, пултарулăх каçалăкĕнчи кашни самантне уйрăммăн палăртрĕç. Малалла хĕрсем каçхи кĕпесемпе тухса илемлĕн хускалма пултарнипе, йăрăс пĕвĕсемпе, пăрчăкан пек уттисемпе тыткăнла-рĕç. Тĕрлĕ ыйту çине те тулли хуравсем парса жюрие тивĕçтерме пултарчĕç. Пĕр тапхăр Нарсписем те пулчĕç, çăл куç умĕнче Сентнерпе тĕл пулса чунтан сăмах вакларĕç, шалти туйăмĕсене уçса пачĕç. Каçхи улаха та пуçтарăнчĕç, юмăç та пăхрĕç, шỹтлерĕç, савăнчĕç. Асанне арчинчи упранса юлнă тупрапа паллаштарчĕç, чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларĕç куракансене. Хĕр-сем конкурсăн пур тапхăрĕнче те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, ташă ăсталăхĕпе, тыткаларăшĕпе кашниех мĕнпе-тĕр палăрма пултарчĕ. Паллах, жюрие те хĕрсене номинацисем пама çăмăлах пулмарĕ, çапах та кашни çимĕçĕн тĕшши пурах. "Чи пултаруллă пике" _ Харитонова Анжела, "Чи илĕртỹллĕ пике" _ Куракова Кристина, "Чи çепĕç пике" _ Быкова Лена, "Чи хастар пике" - Майкова Оля, "Чи килĕшỹллĕ пике" _ Максимова Светлана, "Чи сăпайлă пике" _ Сорокина Настя пулчĕ. Жюри членĕсем кашни пикене хăюсем çакса ячĕç, дипломсемпе хаклă парнесем, каччăсем чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Пикесемпе пĕрле çамрăк юрăçсем те куракансене савăнтарчĕç. Курса ларакансем те хĕрсене кашни конкурсрах тăвăллăн алă çупса, чĕрĕ чечек çыххисем, çемçе теттесем парса хавхалантарчĕç. Çакнашкал конкурс Чăваш Ишексене питĕ кăмăла кайрĕ.
Эпир пуçарнă ĕç мухтава ти-вĕçлĕ. "Наци пуласлăхĕ _ хĕрарăмра", _ тенĕ авалтанах. Унăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăк. Халăх хăйĕн илемлĕ пикисене хаклама пĕлсен çеç сыхланса юлать. Илем вара тĕнчене çăлса хăварать. Такăр çул сана, Чăваш Ишек пики.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)