18 марта 2015 г.
Раççей Федерацийĕн "Хĕç-пăшал çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, килте упракан сунар пăшалне кашни 5 çулта полици уйăрмĕнче регистрацилемелле. (Срок тухиччен пĕр уйăх маларах). Шел, хăш чухне уйрăм граждансем çакăн пирки манаççĕ. Кун пек чухне вара административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.11 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕслесе 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф çырса пама тивет.
Пăшала тирпейлĕ тытманни, пурте пĕлетпĕр, инкек кăтартма пултарать. Ăна ятарлă сейфра е тимĕр ещĕкре (урай хăми çумне болтсемпе çирĕплетсе хумалла) упрамалла. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф тỹлесси патне илсе пырать (20.8 ст. 4-мĕш пайĕ).
Хăш-пĕрин килте нихăçан та регистрацилемен хĕç-пăшал пулма пултарать. Кунашкал факт палăрсан, Кодексăн 20.8 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн 3000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таранах штраф тỹлемелле пулать. Çакнашкал пăшала (вăл аслашшĕнчен е ашшĕнчен юлнăскерех пулма пултарать) çемье членĕсем хăйсен ирĕкĕпех полици уйрăмне килсе парсан, нимле штраф та тỹлеттермеççĕ. Таçтан ăнсăртран пăшал тупсан та полици уйрăмне памалла, штраф тỹлессинчен е урăхла айăплавран хăрама кирлĕ мар. Ку кăна та мар _ çемьери регистрацилемен пăшалшăн та, тупăннишĕн те патшалăх укçа тỹлет.
Хĕç-пăшалпа çыхăннă хуть-хăш ыйтупа та Патăрьелĕнчи полици пайне килмелле. Ку ыйтусемпе кашни эрне кун, 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнаççĕ.
А. АНТИПОВ, полицин хĕç-пăшал ыйтăвĕсемпе ĕçлекен инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)