25 марта 2015 г.
ИРТСЕ кайнă эрне район полицийĕн сотрудникĕсемшĕн лăпкă та канлĕ иртнĕ тееймĕн. Çак кĕске тапхăртах йĕрке хуралне тĕрлĕрен хура ĕçпе е пăтăрмахпа çыхăннă 93 хыпар кĕнĕ, ют çын пурлăхне çаратнă _ икĕ, çынна хĕнесе пĕтернĕ пĕр тĕслĕхе шута илнĕ. Унсăр пуçне "Магнит" магазинри суту-илỹре ултавлă укçана асăрхаса йĕрке хуралне систернĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен лару-тăру хĕсĕнсе кризис тапхăрĕ вăй илсе пынă май, ямăтă меслетпе, çынсене чике тăршшĕ лартса услам тăвас текен мошенниксем час-часах та тĕл пулма пултараççĕ. Çавăнпа та сутуçăсен çеç мар, уйрăм çынсен те тавар туяннă е сутнă чухне хут укçана алла илсен питĕ тимлĕ сăнамалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)