25 марта 2015 г.
Ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, организаци-предприяти руководителĕсемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май, кризис тапхăрĕнчи пурнăçа йĕркелесе пымалли ыйтусене те çивĕчлетрĕ.
Иртсе кайнă ĕç эрнинчи чи паллă пулăм _ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи депутатсемпе, район активĕпе тĕл пулни. Михаил Васильевичпа хускатнă ыйтусене район администраци пуçлăхĕ тепĕр хут та çĕклерĕ, ял тăрăх пуçлăхĕсене вырăнти проблемăсене вăхăтра тата тĕплĕн шухăшласа татса пымаллине каларĕ. Районта çулсеренех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тата ытти объектсем хута каяççĕ пулин те, кивелсе çитнĕ, юсава тивĕçлисем те пур-ха. Тĕл пулура кун пирки те калаçу пуçарчĕç. Вĕсене вăхăтра инвентаризацилемелле, заявка тăратмалла. Çулсем пирки проектсене васкавлăрах тăвас пирки те ял тăрăх пуçлăхĕсенех çаврăнăçуллă пулмаллине каларĕ Николай Иванович. Выртан каска мăкални паллах. Е тата юлнă ĕç çине юр та çуса хума пултарать. Экономика тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар лару-тăрура паян патшалăх паракан кашни пуспа пĕлсе тата перекетлĕ, вырăнлă усă курмалла.
Канашлура район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хускатман ыйту юлмарĕ те темелле: сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, ял хуçалăхĕ, финанс ыйтăвĕсем, вырăнсенче хуçасăр çĕрсене йĕркене кĕртесси, массăллă спорта аталантарасси, çурхи шыв-шур тапхăрне ăнă-лă ирттерсе ярасси... Тĕп ыйтусемпе юнашарах паян чылай çынна пăшăрхантаракан проблемăна канашлура çĕклени те вырăнлă темелле. Ку вăл _ урамра хуçасăр çапкаланса çỹрекен йытăсене пĕтерессипе çыхăннă. Инкеке чăтма мар, парăнтарма çăмăлтарах. Çавăнпа та ку ыйтупа та вырăнти ял пуçлăхĕсен участокри уполномоченнăйсемпе, ветеринари службипе пĕрле кирлĕ йышăну тумаллах.
Планеркăра кашни отрасльпех яваплă çынсем иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ планĕсемпе паллаштарчĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)