АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ыйтăва _ тулли хурав

25 марта 2015 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерни, тепĕр кунхинех вăл депутатсемпе, район активĕпе тĕл пулу пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Çак мероприятисем пирки уйрăм çынсем мĕн шухăшлаççĕ-ши

? А. САЛМИН, ĕç ветеранĕ, Патăрьел:

"Пурнăçăма хаçатпа çыхăнтарнăран _ "Авангард" хаçат редакцинче 45 çул тăрăшрăм, унтан 19-не _ тĕп редакторта, паян та журналистсемпе çыхăн-нă мероприятисемпе кăсăклансах тăратăп. Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе ирттернĕ пресс-конференцине наци радиовĕпе те итлерĕм, чăваш телевиденийĕпе те пăхрăм. Çакăн пек тĕл пулусем йĕркелени питĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Журналистсем конференцине тĕплĕн хатĕрленсе пыни те сисĕнчĕ _ халăха, хăйсене хумхантаракан ыйтусене пачĕç. Республика экономика кризисне хирĕç кĕрешмелли план хатĕрленине, фермерсене вăй илсе кайма тата уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене аталанма федераци шайĕнче хушма укçа уйăрса панине, ялти культура çурчĕсене çĕнетме тăрăшнине, медицинăна аталантарассишĕн мĕнле мероприятисем тунине тата ытти пирки те пĕлме кăмăллă пулчĕ. Михаил Васильевич кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ. Республика Пуçлăхĕ кăçалхи суйлавра хăйĕн кандидатурине Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма çакăнта пĕлтерни те вырăнлă, мĕншĕн тесен пур хыпара та халăх патне журналистсем çитереççĕ.

Н. ЕРЕМЕЕВ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ:

"Республика Пуçлăхĕ районта ирттернĕ тĕл пулăва эпĕ те хутшăнтăм. Михаил Васильевич залри халăхпа чун-чĕререн уçăлса çирĕппĕн калаçни, кашни ыйтăва туллин те шанчăклăн хуравлани кăмăла кайрĕ. Вăл хăйĕн кандидатурине Республика Пуçлăхĕ пулма тăратассине уççăн калани те залри халăха савăнтарчех. Ахальтен мар ĕнтĕ тăвăллăн алă çупса та ячĕç".

"Чун апачĕсĕр çын _ мĕскĕн!

Çак шухăша эпĕ паян хаçат редакцийĕнче ĕçлемен пулсан та çирĕплетсех каланă пулăттăм. Калеме алла илни вăтăр çула яхăн пуçтарăнать пулин те, хăш-пĕр ăслă-тăнлă, курăмлă та витĕмлĕ çынсенченех тĕлĕнме пăрахаймастăп. Вĕсен çурт-йĕрĕ те керменкке, çемйи те тĕреклĕ те çирĕп, хапхи умĕнче темиçе тĕрлĕ "хурçă ут" кĕрлесе ларать, хăйсем те шукăль тумланса çỹреççĕ, кашни пỹрни ылтăнпа тулнă... (ăмсанса мар). Анчах та вĕсемпе ытти хаçат-журнал пирки мар, районта тухса тăракан "Авангарда" çырăнса илес пирки сăмах пуçарсан çĕр сăлтав тупаççĕ: кредит тỹлемелле, ачасене пулăшмалла, çывăх вăхăтра юбилее каймалла тата ытти те. Урăхла каласан, çур çуллăха илсе тăма 350 тенкĕлĕх хаçат çырăнассинчен пăрăнас тесе темĕн те шыраса кăлараççĕ. Вара ирĕксĕрех тĕлĕнетĕн: нивушлĕ мана е тепĕр çынна район хаçатне, е урăх издание çырăнма кам та пулин агитацилемелле, калаçтармалла, ỹкĕтлемелле? "Чун апачĕ-çке" вăл! Хальхи вăхăтра унсăрăн епле пурăнăн? Хаçатăн çĕнĕ номерне алла тытса паллашнă хыççăн мĕн чухлĕ ырă хыпар, усăллă шухăш илетĕн!

Ку чухне массăллă информаци хатĕрĕн вăйĕпе, мелĕпе район шайĕнче ĕçлекен чылай специалист та усă курать. Вăл шутра тухтăрсем те, учительсем те, тĕрлĕрен надзор органĕнче, йĕрке хуралĕнче, прокуратурăра тăрăшакансем те... Вĕсен пурин те уйăхне пĕр е икĕ хутчен те пулин район хаçачĕн "трибунинчен" калаçмалла, урăхла каласан материал пичетлемелле, халăх патне кирлĕ информаци çитермелле. Хирĕçлеместпĕр _ чылай чухне вĕсен ыйтăвне тивĕçтеретпĕр. Анчах та çав çынсемех, вырăнта ĕçлекен специалистсемех, хаçат пичетленсе тухсанах çĕнĕ номерне шырама редакцине çитеççĕ. Паллă ĕнтĕ _ килĕнче çырăнса илмен. Ун пек чухне вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Çур çулта 350 тенкĕ перекетлесе хапха умне илсе килсе паракан хаçата çырăнма мехел çитмест-ши? Ĕненместĕп. Çав вăхăтрах 4 _ 5 ача çитĕнтерекен, ниçта та ĕçлесе тупăш илеймен çынсемех кашни çырăнтару кампанинчех пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Пĕр пĕлĕшĕм калашле, кивçен укçа тупса та пулин çырăнаççĕ, нихăçан та "Авангардсăр" юлмаççĕ!

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика