АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

25 марта 2015 г.

Теннис

Районта çулленех мĕнле кăна спорт ăмăртăвĕ иртмест-ши? Хĕллехи вăхăтра кашни канмалли кун тенĕ пекех черетлесе йĕлтĕр, биатлон, волейбол, шашка-шахмат... эстафетисемпе турнирĕсем пулаççĕ. Вĕсене спортсменсем йышлăн хутшăнаççĕ. Анчах тем сăлтавпа пирĕн районта теннисла выляссине хисепе хумаççĕ. Пỹлĕмре выляма çумăрĕ те, çилĕ те чăрмантармасть темелле. Теннис сĕтелĕсем шкулсенче те пур. Акă нумай пулмасть ирттернĕ ял тăрăхĕсем хушшинчи спартакиадăна та 4 команда çеç хутшăнчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Нăрваш Шăхальсемпе Ишлĕсем, виççĕмĕшне Пикшиксем çĕнсе илчĕç.

х х х

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче сĕтел çинчи теннис турнирне "Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ профтехвĕрентỹ ĕçченĕ" ятне тивĕçнĕ И. Мулюкова асăнса йĕркелерĕç. Чылай çул çакăнта ĕçленĕскере коллектив асран кăлармасть. Турнир кăçалхипе виççĕмĕш хут пулчĕ. Унта 6 команда хутшăнчĕ. Первомайскинчи вăтам шкул _ пĕрремĕш, Нăрваш Шăхаль _ иккĕмĕш, агропромышленность техникумĕн çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Баскетбол

Шкул спартакиадипе килĕ-шỹллĕн 8-9 классенче вĕренекенсем хушшинче баскетбол ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта 5 команда хутшăнчĕ. Малти вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул (физкультура учителĕ В. Солдатов), иккĕмĕшне _ Кивĕ Ахпỹртри (П. Рыбкин), виççĕмĕшне _ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул (А. Анюров) командисем йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем "Паттăр" спорт шкул администрацийĕн медалĕсене тивĕçрĕç.

Шашка-шахмат

Ку хутĕнче шашка-шахмат турнирĕ М. Абдуллин спорт ветеранĕ ячĕпе иртрĕ. Шашка ăстисен хушшинче Тикешри В. Антонов мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчи Н. Федоров, виççĕмĕшĕнче вара Мускавран килнĕ хăна В. Семенов ăстаçă пулчĕ.

Шахматистсенчен Н. Федоров мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Р. Сафиуллов спорт ветеранĕ, ун хыççăн _ Вăрнарти В. Наумов.

Çăмăл атлетика

Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетикăпа пĕтĕм тĕнчери "Шанчăклăх мемориалĕ" турнир иртрĕ. Унта Л. Никитинпа Т. Кудряшова тренер-преподавательсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.

1500 метрлă дистанцире хăйсен ỹсĕм шайĕнче Н. Никитина (Первомайскинчи вăтам шкул, вĕрентекенĕ Л. Никитин) тата А. Тукмакова (Нăрваш Шăхаль, Т. Кудряшова) пăхăр медальсене çĕнсе илчĕç. Çавăн пекех Н. Шалтынов кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Çĕнтерỹçĕсем республикăри физкультурăпа спорт министерствин дипломĕсене, медалĕсене илчĕç.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика