АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Флюорографи сывлăха сиен кỹмест

25 марта 2015 г.

 Флюорографи _ рентгенологи тĕпчевĕн пĕр меслечĕ. Вăл пулăшнипе кăкăр кăшкарĕнчи органсен тĕрлĕ чир-чĕрĕсене тупса палăртма пулать. Сăмахран, ỹпке шыççи, тип пыр эктолийĕ, плеврит, чĕре чирĕсем, хутаçлă шыçă тата ыттисем те.

Ỹпке туберкулезĕ малтанах сисĕмсĕр аталанать. Çын хăй чирлине пĕлмест те. Флюорографи вара чирĕн малтанхи паллисене тĕрĕс тупса палăртать. Çакă туберкулезпа чирлессине чакарма май парать.

Туберкулез _ ерекен чир. Вăл микробран (тăрăхла бактеринчен) пуçланать. Сывă этеме чир туберкулезлă çынран ерет. Хальхи вăхăтра унăн микробĕсем шывпа, тусанпа, апат-çимĕçпе пĕрле тата чирлĕ çынпа хутшăннинчен лекме пултараççĕ.

Туберкулез халсăр çынна, хавшанă организма хăвăртрах ерет. Эрех-сăра ĕçекен çыннăн организмне лекнĕ чир микробĕсем хăйсене уйрăмах "лайăх" туяççĕ, вĕсене ашкăнма майсем çителĕклех. Халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ _ алкоголь туберкулез валли вырăн хатĕрлет тесе.

Чир паллисем тỹрех вăйлăн палăрмаççĕ. Çавăнпа та çын хăй ăна çаклатни çинчен пĕлмест те. Малтан кăштах вăйсăрланни палăрать, çывăрас килнĕ пек туйăнать. Ỹслĕк ытлашши аптратмасть, çăра сурчăкĕ те çукрах. Юна анализ туни те туберкулез пуррине палăртмасть, сурчăка тĕрĕслени те çакна кăтартмасть. Çак хăрушă чир лекнине рентгеноскопипе флюорографи ỹкерчĕкĕсем туни çеç хăвăрт татса парать. Çакă чи тухăçлă мел шутланать.

Хăш-пĕр хуçалăхсен, предприятисен, учрежденисен руководителĕсем флюорографипе тĕрĕсленин пĕлтерĕшне хакламаççĕ. Выльăх пăхакансем, механизаторсем сывлăхĕсене тăтăшах больницăра тĕрĕслеттермеççĕ. Халăхăн çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалли пирки манаççĕ.

В. КАЗАКОВА, врач-фтизиатр

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика