25 марта 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Ыхра Çырминчи вăтам шкулти музейра (ỹкерчĕкре) кĕçĕн классенче вĕренекенсем экскурсинче пулчĕç. Ч. Салеева, А. Валиуллина, Д. Ибетова экскурсоводсем вĕсене сахал мар интереслине каласа пачĕç. Музей историне пĕлни те, вăрçă çулĕсенчи хăш-пĕр самантсене аса илни те кăмăллă пулчĕ. Йывăр вăхăтра салтаксем мĕнле хĕç-пăшалпа çапăçни интереслентерчĕ çитĕнекен ăрăва. Çынсен фронтри тата тылри пурнăçĕ кăсăклантарчĕ. Пирĕн тăрăхри ялсем мĕнле пулăшу кỹни паллă пулчĕ. Паттăрсем çинчен те пычĕ калаçу. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç ачасем.
Музейра упранакан кашни япала мĕне те пулсан аса илтеретех: трофей аккардеонĕ, сăн ỹкерчĕксем, фронтран çырнă виç кĕтеслĕ çырусем... Çаксем вĕренекенсене патриотла воспитани пама пулăшаççĕ те.
Ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ те пур. Тыл ĕçченĕсемпе ветерансем ачасемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Ун чухне вĕсем чăн-чăн паттăрсене куç умне кăлараççĕ.
Музей экспонатсемпе пуянлансах пырать. Çак ĕçе вĕренекенсем хăйсем те хутшăнаççĕ.
З. ТАЗЕТДИНОВА, музей ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)