АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек никамшăн та ют мар, çапах унтан асăрханмалла!

28 марта 2015 г.

ÇАК кунсенче Кукеç _ Çĕрпỹ аслă çул çинче пулнă пысăк авари пирки кашниех пăшăрханса калаçнине илтетĕн. Синкерлĕ инкекре тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, чылайăшĕ вара паян больницăсенче сипленет. Авари пулнă кунхине шăпах урамра юрлă-çумăрлă çанталăк, çул çийĕ те шуçлак пулнă. Курак тăманĕсем тухнă вăхăтра çулсеренех вăл çак вăхăтра е шăнтса пăрахать, е сар хĕвелĕ илĕртет. Çанталăка сăнакансем малашне те тỹрех çуркунне хăйĕн илемĕпе савăнтарассах шантармаççĕ. Çавăнпа та водительсен тỹрех хĕллехи кустăрмасене кăларса илсе çуллахипе улăштарма васкамалла мар. Районти ГИБДД сотрудникĕсем те кĕркунне лартнă урапасемпе апрелĕн 10-мĕшĕчченех çỹреме сĕнеççĕ. Çакă вара шăпах инкек-синкекрен те сирĕ. Çав вăхăтрах çуран çỹрекенсене çул урлă каçнă чухне питĕ асăрханма ыйтаççĕ. Тепĕр чухне автомашина çитиччен чупса каçма хăтланни пăтăрмахсемпе вĕçленме те пултарать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика