АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Любовь Мешкова тăван шкула каллех пысăк парне тунă!

28 марта 2015 г.

ÇАК кунсенче Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш филологийĕн тата журналистика факультечĕсем Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалласа "Хăвна кăтарт _ 2015" ятпа фестиваль-конкурс ирттернĕ. Юрă-ташăпа, сăвă ăста калассипе çыхăннă тупăшăва Пăлапуç Пашьелĕнчи 10 класра вĕренекен Любовь Мешкова та хутшăннă. Хастар чиперкке унта икĕ номинаципе те хăйĕн пултарулăхне кăтартма мехел çитернĕ: хăй çырнă "Вăрçă татнă пурнăç" сăввипе пĕрремĕш вырăн, "Баю-бай, ты мой единственный..." хỹхлевпе иккĕмĕш вырăн йышăннă (ертỹçисем С. Никитинапа В. Мешкова).

Маларах вара вăл республикăра йĕркеленĕ тăлмачăсен конкурсĕнче те хăйĕн маçтăрлăхне, ăсталăхне кăтартнă, Ордем Гали çырнă "Кĕркунне асамлăхĕ" хайлава вырăсларан чăвашла куçарса тỹресене тĕлĕнтернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика