28 марта 2015 г.
РФ Правительствин постановленийĕпе килĕ-шỹллĕн апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 10,3, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен тата соцпакет хакĕ 5,5 процент ỹсĕ. Чăваш Республикинче социаллă пенсисен вăтам размерĕ 670 тенкĕ ỹсмелле, вăл вара 7,2 пин тенкĕ пулать. Инвалид ачасемпе пĕрремĕш ушкăнри инвалид ачасен 1068 тенкĕ хушăнса 11,4 пин тенке çитмелле. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем те çак кунтан пуçласа пысăкрах пенси илме пуçлĕç. Вĕсен вăтам сумми _ 28,7 пин тенкĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)