28 марта 2015 г.
РФ Федераци Канашĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕн Константин Косачевăн Чăваш Республикинчи ĕçлĕ çулçỹревĕнче пĕр пушă самант та пулмарĕ тесен тĕрĕсрех те. Чукун çул вокзалĕнче кĕтсе илнĕ хыççăнах Константин Иосифович çамрăксемпе тĕл пулма васкарĕ.
И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн студенчĕсем хаклă хăнана алă çупса кĕтсе илчĕç. Сенатор çак аслă шкулта пĕрремĕш хут мар. Унăн пулăшăвĕпе кунта пысăк тĕрлĕ ĕç нумай туса ирттернĕ. Сăмахран, университетри бассейн та вăл çине тăнипех хута кайнă. Корпуссене, аудиторисене юсаса хăтлăлатнă, тĕрлĕ оборудовани туяннă.
Хальхи студент _ анлă тавракурăмлă, пуринпе те кăсăкланать _ тĕнчери, çĕршыври лару-тăрупа пĕрлех уйрăм çынна пырса тивекен ыйту таранах пулчĕ. Пĕри те хуравсăр юлмарĕ _ кашни студентпа университет ĕçченĕ хăйне тивĕçтерекен пĕтĕмлетĕве илтрĕ, ыйтăвне уçăмлатрĕ. Константин Иосифович педагогика университечĕн коллективне малашнехи ĕçре, вĕренỹре ăнăçу, ăнтăлу сунса республикăн экономикине аталантарма тăрăшакансем патне предприятисене васкарĕ.
"Чăвашкабель" завод" акционерсен уçă обществинче К. Косачев малтанах предприяти ертỹлĕхĕпе тĕл пулса канашларĕ, унтан цехсенче пулса производство технологийĕсемпе паллашрĕ.
Авиаци тата космос промышленноçĕ валли кабель кăларакан цехра Константин Косачев предприятин техника директорĕпе Алексей Кутовпа тата ĕç тăвакан директорĕн заместителĕпе Дмитрий Васильевпа уйрăммăн тĕл пулчĕ.
К. Косачев пулса курнă тепĕр предприяти те малтанхи пекех режимлисен йышĕнчен. "Шупашкарти электораппаратура завочĕ" акционерсен хупă обществин кăтартăвĕсем те ỹсĕмлĕ. Историйĕ 1941 çултанпа çырăнма тытăннă предприяти пĕлтĕр продукци 2950,0 млн тенкĕлĕх ăсатнă. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче кăна _ 333,4 млн тенкĕлĕх.
Производство технологийĕсемпе паллашнă хыççăн сенатор центрта вăрахчен тытăнса тăчĕ. Специалистсен кĕске те тĕрĕс хуравĕсем унăн кăмăлне кайрĕç. "ЧЭАЗ" хупă обществăн генеральнăй директорĕпе Александр Федотовпа уйрăммăн тĕл пулнă хыççăн Константин Иосифович предприяти аталанăвĕпе, историйĕпе паллаштаракан музейре пулса курчĕ, хаклă хăнасен кĕнекинче ырă сăмахсем çырса хăварчĕ.
Журналистсемпе тĕл пулнă чухне Константин Косачев çĕршывăмăрăн хăватне унăн регионĕсем ỹстернине çирĕплетрĕ. Çакăнта Чăваш Республикин тỹпи те пысăккине палăртрĕ: "Чăваш Ен _ федерацин Атăлçи регионĕнчи лайăх аталанса пыракан субъекчĕсенчен пĕри. Кунта аталану тата ỹсĕм политики ăнăçлă ĕçлет. Республика халăхĕ хăй те _ ĕçчен, маттур, пултаруллă. Ертỹлĕхĕ пирки те çавнах каламалла, тата питĕ тĕрĕс халăх кунта. Ку _ республикăн ыттисен умĕнче мала тухмалли конкурентлăх палли. Тăван республикăна (çук, ку йăнăш е ỹстерсе каланă сăмах мар, эпĕ Чăваш Ене, унăн çыннисене чун-чĕререн юрататăп-хисеплетĕп) яланах пысăк кăмăлпа килсе çỹренĕ, пулăшма тăрăшнă. Çак туртăм-туйăм малашне тата вăйлăрах пулĕ".
Тĕл пулăва вĕçлесе вăл çитес суйлавра республика халăхĕ тĕрĕс йышăну тăвасса шанни çинчен пĕл-терчĕ.
Константин Косачев сенатор çавăн чухнех Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
"Хыпар" хаçатран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)