АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçа çукран хуçаланаççĕ-ши?

28 марта 2015 г.

Çак кунсенче Раççейĕн пĕрремĕш телеканалĕпе Андрей Малахов ертсе пыракан "Пусть говорят" кăларăма пăлханмасăр никам та пăхаймарĕ-тĕр. Тележурналист хальхи вăхăтра пурин чунĕсене те шĕкĕ пек çиекен проблемăна (çаплах калас килет) хускатрĕ _ хуçасăр йытăсем çынсене хурлăх кăтартма тытăннине тĕслĕхпе илсе кăтартрĕ. Читара шкултан таврăнакан тăхăр çулти арçын ачана урнă йытăсем çурса тăкса йăлтах çисе янă... Калама та, шутлама та хăрушă! Хыпара илтсен ỹт тăрăх сивĕ шыв сапнă пек туятăн. Усал-тĕселтен Турă сыхлатăрах та, çак сăлтавпа пирĕн районăн кĕрлемелле çеç ан пултăр.

Ку ыйтупа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пушар чухнехилле чан çапма тахçанах вăхăт çитнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов юлашки кашни планеркăрах çак ыйтăва хускатать, витĕмлĕ ĕçсем тума хистет. Анчах... Эпир айăплипе яваплине татса панă вăхăтра та ялсенче мур пек хунакан кукăр хỹресем йышланнăçем йышланса пыраççĕ, иртен-çỹреншĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çапла мар-и-ха? Ман алăра икĕ-виçĕ çыру. Пĕринче Хирти Пикшикри Камалетдинов ячĕллĕ урамра йытăсем çуран утма та паманнине пăшăрханса çырнă, тепринче район центрĕнче анчăксем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çỹренине каланă, виççĕмĕшĕнче те Нăрваш Шăхалĕнчи нумай ачаллă амăшĕ çак темăпах хăйĕн тарăхăвне хут çине шăрçаланă. Паллă ĕнтĕ _ пурте хаçат урлă тивĕçлĕ органсем вĕсен сассине илтессе шанаççĕ. Мĕнле хурав пама пулать çыру авторĕсене?

Ку чухне çыннăн пĕрремĕш тусĕ шутланакан чĕрчун мĕн сăлтавпа унăн тăшманĕ пулса тăчĕ-ха? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе районти ветеринари службин ертỹçипе Петр Ефимовпа калаçрăм. Мĕншĕн тесен йытăсене перес, тытас ыйтупа ĕçлеме çĕнĕ саккунпа ял тăрăх пуçлăхĕсен нимĕнле право та çук. Пĕтĕ-мĕшле йĕркешĕн пурпĕрех ял кăлави яваплă пулнине кура вара унăн та участокри уполномоченнăйсемпе пĕрле "вуттине хурса" тăмалли каламасăрах паллă.

Районти ветслужба ертỹçи çакна тỹрех ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи июнĕн 11- мĕшĕнчи постановленийĕпе, унти положенисемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ правилăпа килĕшỹллĕн район администрацийĕ юридика пĕлтерĕшлĕ çынпа е индивидуаллă предпринимательпе килĕшỹ тумалла. Иртнĕ çулхи юлашки кварталта ку тĕлĕшпе ООО "Полигон" ĕçленĕ-мĕн. Йĕркепе килĕшỹллĕн вĕсем 18 йытта тытса ветслужба представителĕсемпе акт çырнă, кирлĕ хутсем хатĕрлесе Патшалăх ветеринари службине тăратнă, йыттисене вырнаçтарнă... Пирĕн районти 56 яла илес пулсан, 18 йытта леш тĕнчене ăсатни вăл тинĕсри пĕр тумлам пек çеç, паллах. Хăш-пĕр чухне район центрĕнче хуçаланакан вĕшле йытăсем те унтан кая мар кĕпĕрленсе çỹреççĕ. Специалист ĕнентернĕ тăрăх кăçал та республика бюджетĕнчен вĕсен пĕр пайне тĕп тума тепĕр 11 пин укçа кĕнĕ. Пĕр йытта тытма 259 тенкĕ ларнине шута илсен, уйăрнă кĕмĕл миçе анчăка капкăна çаклатма май туса панине шутласа кăларма та йывăр мар. Çавăнпа та кашни йыттăн хăйĕн хуçи, тусĕ пулсан çеç Патăрьел районĕнче Малахов передачи валли тема пулмĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика