АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 70 çУЛХИ СĂН ỹКЕРЧĕК

28 марта 2015 г.

Вăрçă çулĕсем никамшăн та такăр пулмарĕç. Мĕн чухлĕ çын кун-çулне, шăпине татмарĕ пуль вăл! Хаяр кунсем халăх асĕнчен тухас çук. Вăйпитти арçынсем килĕсенче 7-8 ачине хăварса мĕн пур йывăрлăха хĕрарăмсем çине тиесе алла хĕç-пăшал тытнă. Каялла таврăнайманни мĕн чухлĕн тата! Пирĕн аннесем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ паттăр хĕрарăмсем пулнă. Ачисене тивĕçлипе пăхса çитĕнтернĕ. Акине те тунă, суха пуçне те сĕтĕрнĕ.

Вăрçа вара хăш-пĕр çемьерен 5-6 çын хутшăннă. Акă, Тури Тăрмăшри Феврония Андреевăпа (1953 çулта "Ача амăшĕ героиня" ордена тивĕçнĕ) Андрей Тарасович Кудрявцевсен çемйинчен пиллĕкĕн кайнă. Михаил тĕрлĕ нациллĕ рота командирĕ пулнă. Степан 1942 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче паттăрла вилĕмпе вилни çинчен хыпар çитет. Ăна Смоленск облаçĕнчи Гагарин районĕнче пытарнă. Константин штурмовик-пилот, аманнине пула, киле хăрах куçсăр таврăннă. Павел Комсомольски районĕнчи сельхозтехника управляющине çитнĕскер, танк взвочĕн командирĕ пулса çапăçăва кĕнĕ. Педагогика институтĕнче вĕренекен Марийăн та малтанхи кунсенченех вăрçă çулĕпе утма тỹр килнĕ. 7-мĕш танк корпусне кĕрекен Суворов ячĕллĕ бригадăра аслă писарь пулса Украинăна, Молдовие, Румыние, Венгрие, Югославие, Чехословакине ирĕке кăларма хутшăннă.

Вăрçă чарăнсан Япони агрессорĕсене хирĕç кĕрешме кайнă. Çĕнтернĕ хыççăн Порт-Артур хулинче хăй пекех китайсен штабра ĕçлекен хĕрĕпе сăн ỹкерттернĕ (Мария Андреевна сылтăмра ларать). 4 наци ывăл-хĕрĕ 70 çул каяллахи сăн ỹкерчĕкре. Кудрявцевсен ачисен пурин те хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн тĕрлĕрен орден-медаль пур. Кĕрỹшĕсене шута илсен вуннăн хутшăннă вĕсем вăрçа. Манăн атте те çак шута кĕнĕ. Степан Тихонович шурă финсене хăйсен çĕрĕ çинех хăваласа ярса Хельсинкинех çитнĕ. Вăрçăран таврăнсан та нумаях пурăнайман. Анне 7 ачапа тăрса юлса аттене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатнă. Мĕн пуçласа вĕçне çитичченех вăл Ленинграда хỹтĕленĕ. Кайран Балтика тинĕсĕнчи пĕр утрава ирĕке кăларнă. Кенигсепп хулинче вăрçа вĕçленĕ. Ытти совет салтакĕсем пекех паттăрлăх кăтартнă. "За оборону Ленинграда", "За боевые заслуги" медальсем тата "Орден Отечественной войны" наградисем пур.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика