АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана пушартан сыхламалла

28 марта 2015 г.

Часах вăрмансенче те юр кайса пĕтĕ, ăшă та хитре кунсем пуçланĕç. Анчах та унпа пĕрлех пушар тухас хăрушлăх та пысăкланать. Çурхи канмалли кунсенче уçă сывлăшра киленес текенсем те йышлă. Çавăнпа та вăрманта хăвăра тытмалли йĕркесене аса илтерни вырăнлă тесе шутлатăп.

Вăрмана канма е похода кайнă чухне пуртă, хуçланакан кĕреçепе витре илĕр. Тĕтĕм шăршине туйсанах мĕн çуннине çывăха пырса пăхăр. Çулăма çывăхри юханшывран шыв сапса сỹнтерĕр, çĕрпе хуплăр. Ал айĕнче шыв пулмасан, çулăма лăсăллă йывăçсен турачĕсемпе, йĕпе тумтирпе, хулăн пуставпа усă курăр.

Пушара сỹнтерсен те тỹрех пăрахса ан кайăр, вăл тепре хыпса илме пултарать. Вăрманти пушар çинчен çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр: 8- 800-100-94-00 _ Рослесхоза, 8 (8352) 40-24-00 _ Чăваш Республикинчи вăрман пушар хуралне. Тата Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçне 5-13-23 е 101, вăрман арендаторне 8-937-377-88-55 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа вут ăçта хыпса илнине калăр.

З. ИСТРАТИЙ, Ирçе Çармăс участок лесничествин арендаторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика