28 марта 2015 г.
Çĕнĕ Шупашкарти спорткомплексра 2000-2001, 2002-2003 çулсенчи хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри йăлана кĕнĕ уçă турнирĕ иртрĕ. Ăна тĕнче класлă спорт мастерĕ пĕр тăван Наташа тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа тата тĕнче чемпионки Ольга Смирновăсен ячĕпе йĕркелеççĕ. Унта республикăри тата 15 яхăн регион команди вăй виçме килнĕ. Ăмăртура Ишлĕри тĕп шкулта 7 класра вĕренекен Ирина Смирнова 42 килограмлă виçепе кĕрешсе пурне те парăнтарса пĕрремĕш вырăна тухса ылтăн медаль çĕнсе илчĕ, диплома, хаклă парнене тивĕçрĕ. Ытти виçере Первомайскинчи Д. Прокопьевăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи А. Шайманова та палăрчĕç.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)