04 апреля 2015 г.
АПРЕЛĔН 1-мĕшĕнчен Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякансен çуркуннехи тапхăрĕ пуçланчĕ. Çак сăлтавпах РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ кăнтăр районĕн хаçат редакцийĕн журналисчĕсемпе брифинг ирттерчĕ, унăн ертỹçи А. Иванов калем ăстисемпе çар службинчен пăрăнса çỹрекен граждансем пирки çивĕч калаçу пуçарчĕ.
Ку тĕлĕшпе пакунлисен паян тĕлĕрсе ларма вăхăт çук. Пĕлтĕрхи преступленисенчен кăçал та ашшĕ-амăшĕн, вырăнти çар ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсемпе администрацисен пĕтĕмлетỹ тумалли пурах. 2014 çулта пирĕн районта çеç РФ УКăн 328 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн виçĕ каччă пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Çар хĕсметĕнчен пăрăнса çỹрекен çамрăксене вара саккунĕ пуçран шăлмасть, вĕсене конкретлă лару-тăрăва кура 200 пин тенкĕ штраф пама е икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Çакă вара йĕри-тавра кризис вăй илсе пынă тапхăрта никам çемйишĕн те савăнăç мар. Çавăнпа та каччăсем, салтак аттине кăмăлтанах тăхăнма хатĕрленĕр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)