АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аптека чылай çыншăн "03" служба та

04 апреля 2015 г.

ÇАВĂНПА та юлашки вăхăтра хăйĕн пациенчĕсемпе клиенчĕсен кăмăлне туллин тивĕçтертĕр тесен фармацевтсен правительство шайĕнче çĕкленĕ ыйтусене те пăхăнмаллах. Чăн малтанах яланхи йĕркепе ĕçленисĕр пуçне кашни аптека пунктĕнче пурнăçшăн чи кирлĕ пĕлтерĕшлĕ эмелсен списокĕ тата вĕсем пирки туллин ăнлантарни кирлĕ. Çак ыйту пирки Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев та час-часах тĕрлĕ шайри тĕл пулура çивĕчлетет, йĕркене çирĕп пăхăнма хистет. Кашни çын тухтăр мар пулин те, хăйĕн сывлăхĕшĕн мĕнле лекарство чи кирлине куç хупса пĕлет. Çапла мар-и-ха? Пĕри аспиринсăр кун та ирттереймест, теприне корвалолсăр йывăр, виççĕмĕшне юн пусăмне тытса тăмалли препарат кирлĕ... Кашни сăлтавпах "03" службăна чăрмантараймастăн-çке.

Ку тĕлĕшпе аптекăсенче йĕрки-тĕрки пултăр тесе район прокуратури те тăтăшах рейдсем йĕркелет. Нумай пулмасть пакунлисем "Ника-фарм" аптекăра пулса тĕрĕслев ирттернĕ, çитменлĕхсене те тупса палăртнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика