04 апреля 2015 г.
ЧР СЫВЛĂХ сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне ирттереççĕ. Унăн тĕп теми _ апат-çимĕçпе çыхăннă продуктсен сиенсĕрлĕхĕ. Девизĕ вара тата кăсăклăрах _ апат-çимĕçе фермăпа турилкке патне çитичченех хăрушсăрлăхлă тăвасси. Çак кунхине эсир те сиплев учрежденийĕсене çитсе хăвăрăн юн пусăмне виçтерме, сывлăхăра тĕрĕслеттерме, ытти ыйтупа та шурă халатлисемпе куçа-куçăн тĕл пулма пултаратăр. Ан ỹркенĕр, хăвăр сывлăхшăн хăвăрах яваплă пулăр! Альбина ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)