04 апреля 2015 г.
Юлашки вăхăтра çынсем вут-кăварта тата çул çинче пулакан инкексенче çунса вилни çинчен илтетпĕр. Çак хыпарсем кашнийĕшне пăшăрхантарни çинчен калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Вилĕм ỹкĕнĕçлĕ теççĕ. Чылай чухне эпир пурнăçра хамăр явапсăрлăха е çăмăлттайлăха пула хур куратпăр, кайран ỹкĕнетпĕр.
Нумай пулмасть Кукеçпе Çĕрпỹ хушшинче пулнă автоаварире çынсем çунса вилнĕ текен хыпар кашни çын чĕринчех пысăк пăшăрхану çуратрĕ. Телее темелле-тĕр, çак ушкăнта пирĕн район çыннисем пулман. Тепĕр темиçе кунтанах каллех пирĕн тăрăхра тепĕр усал хыпар утпа сарăлчĕ. Хальхинче вара сарăмсăр инкекре куç хупнисем _ пирĕн район çыннисемех. Канаш районĕнчи пĕр ял çывăхĕнче пулнă пăтăрмахра та Кивĕ Катек тата Çĕньял чăвашĕсем çак сăлтавпах ĕмĕрлĕх куçне хупрĕç.
Виçĕ-тăватă кун каялла каллех автоавари, пушар, вилĕм, куççуль... Шăнкăртамра пурăнакан каччăсем (тăваттăн пулнă) ирпе-ирех Шăмăршă районĕнче аварие çакланнă. Газпа чупакан çăмăл автомашина тепĕр темиçе минутранах вут-çулăм ăшне путнă. Синкерлĕх пирки калама та çăмăл мар: икĕ каччă чĕрĕллех çунса кайнă, пĕри йывăр сурансемпе больницăра тăнсăр выртать, тăваттăмĕшне вара чăнах та кĕпепе çуралнă теме те пулать, сывă, тĕрĕс-тĕкелех.
Инкек тени йĕкĕреш пулмасть пулин те, икĕ-виçĕ эрнере пĕр пек сăлтавпа _ çул çинчи автоаварисенче пушар тухнипе _ çамрăксен ĕмĕрĕ татăлчĕ. Çынсем чĕрĕлле çуннин сăлтавĕ мĕнре-ши? Йĕрке хуралĕн ятарлă органĕсем çак ĕçсемпе тỹрремĕнех ĕçлени паллă-ха. Çапах та хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, çула тухаканăн чăн малтанах автомашини юсавлă та шанчăклă пулни, вăл хăвăртлăха, ытти йĕркене çирĕп пăхăнни кирлех. Руль умне ларакан спирт тытăмлă шĕвеке çăвара хыпмалла мар пирки комментари те памалла мар. Вăл пуриншĕн те çирĕп саккун! Çавăнпа та кучухне автомашинăсен куçăмĕ пысăккине, хĕрарăм-арçынне пăхмасăр кашниех руль умне ларса çула тухасси модăна кĕнине шута илсе пурин те йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Вырăссен "Теветкеллĕх _ пархатарлă ĕç" текен каларăш кашнийĕнчех ăнăçупа вĕçленменнине манса каяс марччĕ, асра тытса инкексенчен сыхланасчĕ.
Н. МАЗЯКОВА, хаçат редакторĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)