АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр шкултанах _ виççĕмĕш çĕнтерỹçĕ

04 апреля 2015 г.

Çĕр çинче професси нумай. Пурте сумлă та пĕлтерĕшлĕ. Çапах та вĕрентекенĕмĕрсенне çитекенни сайра-тăр. Педагогсем ачасене вулама, çырма, шутлама хăнăхтараççĕ, атте-аннене хисеплеме, тăван çĕршыва юратма, ырăпа усала, хурапа шурра уйăрма вĕрентеççĕ, ĕçе явăçтараççĕ, пытарăннă талантсене тупаççĕ.

Вĕрентекенсем хăйсем те вĕренеççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин ырă ĕç опытне илеççĕ. Шăпах çакна çирĕплетрĕ те ĕнтĕ черетлĕ мероприяти. Хальхинче вĕсем "Çулталăк учителĕ _ 2015" тупăшăва хутшăнчĕç. Вăл темиçе тапхăрпа иртрĕ. "Ала" витĕр суйланса финалти тура 4-ăн юлчĕç: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Путякова, Нăрваш Шăхалĕнчи вырăс чĕлхипе литература учительници Т. Калашникова, Алманчăри вĕрентỹ учрежденийĕнчи физикăпа пĕлỹ паракан М. Горбунова тата Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулти акăлчан чĕлхине алла илме вĕрентекен Ч. Ишмуратова. Чăваш Патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн залĕнче йĕркеленĕ пĕтĕмлетỹре вĕсем суйласа илнĕ ирĕклĕ темăпа уçă урок ирттерчĕç. Сăмахран, Чулпан Минхарисовна паянхи шкул вĕренекенсен сывлăхне мĕнле упрама пултарни çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе сывлăха çирĕплетме май паракан технологисене палăртрĕ: ирхи гимнастика, спортзала çỹрени, тĕрĕс апатланни, акцисене хутшăнни... Татьяна Валериановна ку чухнехи шкул мĕнле пулмаллине уçса пама тăрăшрĕ. Паянхи ачасем _ пирĕн пуласлăх, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăлараканĕсем _ педагогсемпе ашшĕ-амăшĕ. Алманчăри Марианна Александровна вара шкул вĕрентĕвĕ пур енлĕ пĕлỹ пама пултарнине çутатрĕ. Ача йышĕ чакса пынăран пĕрисемех олимпиадăсене темиçе предметпа хутшăннине палăртрĕ, Патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн ĕçленине çирĕплетрĕ. Наталия Алексеевна вĕрентекен чăнласах та общество тытăмĕн никĕсне хуракан пулнине уçса пама тăрăшрĕ.

Мероприятине педагогсен "элити" (пĕрремĕш, иккĕмĕш тур çĕнтерỹçисем, шкул директорĕсем, çумĕсем, професси тĕлĕшпе лайăххисем, маларахри çулсен çĕнтерỹçисем) пуçтарăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, вĕрентỹ, социаллă аталану, информациллĕ тивĕçтерỹ тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В. Осипов, вĕрентỹре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Елагина тата ыттисем саламларĕç. Конкурса А. Пирогов ертсе пычĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе лауреатсем, кун умĕнхи турта мала тухнисем хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Сăмах май, конкурса кĕçĕн классене вĕрентекенсем тата арçын педагогсем сахал хутшăнни сисĕнчĕ. Малашне çакна та шута илесчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

"Çулталăк учителĕ _ 2015" ята Алманчăри вăтам шкулти физика учителĕ, (вăлах директор та), ял тăрăх депутачĕ М. Горбунова тивĕçрĕ. Çакна палăртса хăварма кăмăллă: Марианна Александровна аслă квалификаци категориллĕ педагог. Вĕрентỹ системинче 1995 çултанпа (аслă шкулта пĕлỹ пухни çинчен диплом илнĕренпе) ĕçлет. Иртнĕ çул та конкурса хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕччĕ. Унăн район чысне республикăра хỹтĕлемелле пулать. Çакна та палăртма кăмăллă: Алманчăри вăтам шкулти вĕрентекенсемшĕн вĕренỹ çулĕ ăнăçлă та тухăçлă иртсе пырать. Маларах çеç кĕçĕн классене вĕрентекен И. Фомина "Классный классный" конкурсра , С. Чихина социаллă педагогсем хушшинче йĕркеленĕ творчество тупăшĕвĕнче районта пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăри конкурса кайма тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика