АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтпе пурăнакан _ телейлĕ

04 апреля 2015 г.

Усал шыççа парăнтарма пулать-и? Рак чирĕн мăшкăлĕ пулас мар тесен çынсен чăн малтанах мĕн пĕлмелле? Районти тĕп больницăри шыçă чирĕсен кабинечĕ умĕнче врач патне кĕме черете тăракансем куллен сахалăн мар. Пĕрисене чир палăрни, теприсене анализсен результачĕ, виççĕмĕшĕсене операци тунă хыççăн суран епле пирчени интереслентерет. Пурне те врач канашĕ кирлĕ. Кашнийĕшне тимлĕн итлесе вырăнлă сĕнỹ пама тăрăшать В. Фролов онколог. Шыçă чирĕ никамшăн та приговор пулманнине ĕнентерет. Акă, пĕр хĕрарăм темиçе çул каяллах операци тутарнă. Чир çинчен каярахпа хăй те манма тăрăшнă, юлташĕсем, кил-йыш сахал мар хавхалантарнă. Савăнăçĕ те йывăр шухăша пусарнă, çемьере йыш та хутшăннă. Чире парăнтармалли вăрттăнлăха уçса парас тĕллевпе Владимир Александровича Раççей телевиденине те чĕннĕ. Апла пулсан рак _ тỹрех вилĕм сăлтавĕ пулмалла мар. Шăпах çакна ăнлантарма тата ĕнентерме тăрăшаççĕ те В. Фролов врачпа Ф. Даутова медицина сестри.

2014 çулхи диспансеризаци итогĕпе районта 14 çыннăн шыçă чирне тупса палăртнă

Федания Шейхулловна çак кабинетра ĕçлеме пикенни 30 çул та çитет. Сывлăх сиплевçин профессине вăл Чĕмпĕрти медицина училищинче вĕренсе илнĕ. Ĕç биографине вара Ыхра Çырминчи фельдшерпа акушер пунктĕнче пуçланă. Пĕр 5 çул Треньелĕнчи медицина пунктĕнче заведующи пулса ĕçленĕ. Вĕсенче ĕç ăсталăхне Р. Хисамутдиновăран, В. Галкинăран, А. Красновăран илнĕ.

Чиртен сыхланмалли сĕнỹсене сахал мар парать паян йышăнăва килекенсене. Кашнинех вăхăтран вăхăта диспансеризаци тухмаллине аса илтерет. Чире мĕн чухлĕ иртерех тупса палăртатăн, çавăн чухлĕ пурнăç çулне ытларах вăрăмлатма пулать-çке.

Организмра шыçă чирĕ пуçласа палăрсан кирек кам та малтанах сехĕрленсе ỹкет. Мĕн тумалла? Врач патне йышăнăва килсен вара кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсем сирĕлеççĕ. Шурă халатлисем чир унăн организмĕнче мар, пачах ыттисен пулнă евĕр ăнлантарма тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах унран çине тăрсах сипленмеллине асра тытмаллине палăртаççĕ.

Шанăç кайран вилет теççĕ вырăссем. Шыçă чирĕ палăрасси экологипе те, стреспа та çыхăнать. Выльăх-чĕрлĕх çăвĕсене, çуллă сĕте, завод условийĕнче хатĕрленĕ аш-какая, кăлпассие, тĕтĕмленĕ апат-çимĕçе сахалрах усă курма сĕнеççĕ. Нитратсем организмра ыттисемпе хутăшса усă вырăнне сиен кỹме пултараççĕ. Чăмлаксенчен, газлă пылак шывсенчен те хăтăлма сĕнеççĕ специалистсем, _ каласа парать Ф. Даутова аслă категориллĕ медицина сестри. Пурне те шута илсе пурнăçа тытса пыма та çăмăлах мар. Анчах килте çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе нумайрах усă курма тăрăшмалла. Çак шухăш патне тухма сĕнет Федания Шейхулловна. Тĕрĕс те. Çăва тухсан пахчари çĕр улмине, сухан-севока, купăстана, ыттине хуртсем ан тапăнччăр, çум-курăк ан пустăр тесе мĕн тĕрлĕ çеç имçам сапмастпăр-ши! Çумăрĕ çу каçа кирлĕ чухлĕ çăвать е çумасть, наркăмăшĕ çĕр çине анать е анмасть, çав продуктсене хĕл каçа хамăрах çиетпĕр. Е тата пĕри пахчине имçам сапать, тепри вара çав сывлăша сывласа хăйĕн лаптăкĕнчи йăрансене çум курăкран тасатать тата ытти те.

Йышăнăва килекен кирек хăш пациента та шанăç пама пултарать Ф. Даутова. Çакна тума ăна çемьеллĕ пурнăçĕ те вĕрентнĕ. Рахимулла Хайрулловичпа вĕсем 3 ача çуратса ỹстернĕ. Пурне те аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика