АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă та тĕреклĕ ачасем çуратар

04 апреля 2015 г.

Паянхи пурнăçра чылай тухтăр хĕрарăмсене йывăр çын пулассине маларах шута илме хăнăхтарассишĕн тăрăшать. Темшĕн пирĕн çĕршывра çакă ерипен аталаннă. Çамрăк мăшăрăн ача алла илес тесен эрехе пачах сивлемелле. Çакă пулас ашшĕ-не те пырса тивет. Ача тĕвĕлениччен 2-3 уйăх малтан арçын эрех-сăра ĕçни пулас ачан сывлăхне сиен кỹретех. Мĕншĕн тесен ашшĕн "çимĕçĕ" çак вăхăт хушши çитĕнет, пулса çитет. Енчен те ама вăрă эрехпе аманнă арçын вăрлăхĕпе пĕрлешсе тĕвĕленчĕ пулсан, сывлăхран хавшак ача çуралас хăрушлăх ỹсет.

Хăш-пĕр хĕрарăм хăй йывăр çын пулнине çийĕнчех пĕлмест, эрех-сăра ĕçет. Çие юлни палăрсан хăраса ỹкет. Чирлĕ ача çуратасран хырăм пăрахма васкать.

Малтанхи 2 эрнинче тĕвĕленнĕ чун татки питĕ черчен, пурин патне те туйăмлă. Çавăнпа та ку вăхăтра зародыш е вилет, е малалла аталанать. Малаллахи 12 эрнеччен пур органĕсем те йĕркеленеççĕ. Çавăнпа та сиенлĕ япаласенчен _ радиаци, эрех-сăра, наркотик, тĕрлĕ вирус, бактери _ хỹтĕленмеллех. Пулас амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла, упранмалла.

Эрех-сăра ĕçекенĕн ачин пур органĕсем те тĕрĕс йĕркеленмессе пултараççĕ, кайран та сусăр юлас хăрушлăх пур. Кирлĕ чухлĕ виçепе çуралаймаççĕ вĕсем. Нервăсен системинче тĕрлĕрен чир (пуç мими çитĕнейменни, нервăсем япăхланни, интеллект çитейменни) палăрни, пит-куç аталанайманни, чĕре, сыпăсем, ар органĕсем кирлĕ пек ỹсменни хăрушă. Йывăр çын чухне эрех-сăрапа иртĕннĕ хĕрарăмăн ачи ăс енчен япăх аталанать, усаллăхĕ, час-часах тарăхни, начар вĕренни палăрать. Вĕсем çынсене япăх хăнăхаççĕ, часах пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Эрех ĕçни организма витаминсем, минералсем йышăнтармасть. Нумай чухне пулас пепкесене кислород та çитмест. Тимĕр тата минерал тивĕçейменни те гемоглобина чакарать.

Кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра эрех-сăрапа иртĕнни те сиенлĕ. Ача организмне алкоголь амăшĕн сĕчĕпе лекет. Пепке органĕсем черчен те пĕчĕк пулнăран вăл каялла ерипен тухать, чылай сиен кỹрет. Пĕверне, пуç мимине амантать, чĕрине, ытти органсене ĕçлеме чарать.

Кăкăр анма пăрахать. Эрехпе иртĕхекен хĕрарăмсем ачисене тивĕçлĕ пăхмаççĕ, юратмаççĕ, упрамаççĕ.

Хальхи вăхăтра апат-çимĕç, экологи сывă ача çуратассине сахал мар витĕм кỹреççĕ. Çавăнпа та урăх сăлтавсенчен пăрăнма тăрăшмаллах.

Н. АМУТКИНА, районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика