04 апреля 2015 г.
Аслă Чементи вăтам шкулăн 8 класĕнче вĕренекенсем "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса "Алкоголь сиенĕ çинчен калаçар" темăпа калаçу ирттерчĕç. Мероприяти тĕллевĕ çак сиенлĕ хутăша сивлесси пулчĕ. Малтанах класс руководителĕ пирĕн тăван çĕршыв çут çанталăк пуянлăхĕсемпе пуян пулнине, халăхĕ вара ĕçчен те талантлă иккенне çирĕплетсе сăмах каларĕ. Анчах эрех ĕçни тата пирус туртни çамрăк ăрăвăн организмне хавшатнине тĕслĕх-семпе çирĕплетрĕ. Çитĕнсен те тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнса каймалла маррине палăртрĕ.
Авалтан пыракан пĕр ăслă шухăша çеç илер-ха: "Енчен те санăн ĕçỹсем ăнмаççĕ пулсан, пуçăнти шухăшусене тирпейле". Çакăн чухне чăнах та ырă сăмахсемпе калаçас, чир-чĕртен, сиенлĕ йăласенчен хăтăлас килет. Сывă çын вара _ сывă халăх, чечекленекен çĕршыв. Хăйсен умне лартнă ыйтусене вĕренекенсем туллин хуравлама тăрăшрĕç, йывăрлăхсене çĕнме пултарнине палăртрĕç. "Тухтăр асăрхаттарать" видеоролик та алкоголь этем организмне сиен кỹнине çирĕплетрех.
Э. СЕЛИВЕРСТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)