АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надеждăна манмаççĕ

20 февраля 2013 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта оборонăпа спорт уйăхлăхне хутшăнса Надежда Прохорова парнине çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Çак ятпа спорта юратакансем 16-мĕш хут тăван шкула пуçтарăнчĕç.

Шкул директорĕ Н. Андреева спортсменкăн пултарулăхĕпе хастарлăхĕ пирки аса илнĕ, турнира хутшăнакансене ăнăçу суннă хыççăн волейбол командисем хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пуçланчĕ. Çивĕч тупăшăва 8–11 класс хĕр ачисем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ ушкăнсемпе вылянă хыççăн финалта вăйă ăсталăхĕпе палăрса вун пĕрмĕш классем çĕнтерчĕç.

Тÿресем чи лайăх вылякан-сене уйрăммăн палăртрĕç. А. Маркова (8 в), А. Воробьева (9 б), И. Сафьянова (10 б), А. Николаева (11 б) – ку тĕлĕшпе чи ăстасем. Волейбол турнирĕнче мĕн пур енĕпе лайăхпа çеç палăраканни вара 11 б класри Мария Мальцева пулчĕ.

Турнира йĕркелесе ирттерсе яма Надеждăпа пĕрле вĕрен-нĕ С. Лампасовпа В. Рубцов, И. Цветкова, Е. Иванов, Т. Ксенофонтова тата шкул администрацийĕ пысăк пулăшу пачĕç. Спортсменсем пурте пиртен çамрăкла уйрăлса кайнă Н. Прохорова ятне ялан асра тытма кирлине палăртрĕç.

В. ПАДИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика